Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йы­шӑнсамӑр.

Врачпа медицина сестрин профессийӗ – чӑн-чӑн чун туртӑмӗ, вӑл хӑвӑн чун ӑшшине ыттисене ним юлмиччен пама, хӗрхенӳллӗ тата хуть хӑҫан та ҫынсене пулӑшма хатӗр пулма хистет.

Ҫын сывлӑхӗшӗн, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗшӗн тӑрӑшасси – Чӑ­ваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем.

Пирӗн граждансем лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пӗр чӑр­мавсӑр усӑ курма пултарччӑр тесе эпир сирӗнпе нумай ӗҫ турӑмӑр. Рес­публикӑра сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмне йӗркелесе ҫи­тернӗ: фельдшерпа акушер пункчӗсенчен тытӑнса пысӑк технологисемпе усӑ куракан ха­льхи вӑхӑтри инноваци центрӗсем таранах.

Юлашки икӗ ҫулта кӑна ку чухнехи 6 поликлиника уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен тӗп хулинче пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ объект – Республикӑри кли­ника онкологи диспансерӗн хирурги корпусӗ – ӗҫлеме пуҫларӗ. Ядерлӑ медицина центрне тума тытӑннӑ.

Чӑваш Ен медицинине федераци шайӗнче те пысӑка хурса хак­лаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ӗҫ тухӑҫлӑхӗ енӗпе республика Раҫҫей Феде­рацийӗн 85 субъекчӗ хушшинче пиллӗкмӗш вырӑнта тӑрать.

Ҫапах та пирӗн тӗп ҫитӗнӳсем курӑмлӑрах – вӗсен шутӗнче пепкесем вилеслӗх кӑтартӑвӗн шайӗ ҫӗршывра чи пӗчӗккисенчен пӗри пулни, ха­лӑх пурнӑҫӗн тӑршшӗ пысӑкланни, нумай пурӑнакансен шучӗ ӳсни.

Сире ырми-канми яваплӑ ӗҫӗршӗн, уҫӑ чунлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пул­нӑшӑн чунтан тав тӑватӑп.

Хӑйсен пӗтӗм вӑй-халне сывлӑха сыхлас ӗҫе халалланӑ тата нимрен хак­лӑ пӗлӗвӗпе пуян опытне хальхи ӗҫтешӗсене паракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑх, телей тата пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳ­сем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                   Михаил Игнатьев

 

 



16 июня 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter