Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Республика кунне хатĕрленсе йĕркеленĕ мероприятисем

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Республика кунне хатĕрленсе йĕркеленĕ мероприятисем. Республика кунĕн тĕп уявĕсем регионта Пăрачкав районĕнче тата Шупашкар хулинче  иртеççĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  регионта çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче «Раççей регионĕсем – çĕнĕ ӳсĕмсем тума пулăшаканнисем» ятлă Экономика форумĕ иртнине асăннă.  Паллă пулăма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тата Наци вулавăшĕнче йĕркелеме палăртса хунă.  Программа анлă тата кăсăклă  пуласси те куçкĕретех.  Кăçал мероприятине 9 ют çĕршывран хăнасем хутшăнма кăмăл тунă. Унсăр пуçне Раççейĕн 30 регионĕнчен представительсем пуласси паллă.  «Çакăн йышши мероприятисем инвесторсене регионпа паллашма витĕм кӳреççĕ.  Республика ертӳлĕхĕпе те курнăçма меллĕ, кашниех хăйне кăсăклантаракан ыйтăва тăратма пултарать», - тенĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев  уявăн савăнăçлă мероприятийĕсем пирки чарăнса тăнă. «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери фестивале    Раççейри 28 регионтан хăнасем хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ министр. Кунсăр пуçне Китай Халăх Республикинчен те ятарлă делегаци килессине каланă.

«Акатуй» уявне 27 коллектив Раççейри 18 регионтан килсе çитĕç.  Уяв хулара Хĕрлĕ лапамра 11 сехетре пуçланать.  Программăра тĕрлĕ спорт, культура мероприятийĕсем анлăн пулĕç.

Чи паллă пулăмсенчен тепри – Раççейри Ачасен хорĕ килсе çитĕ. Амăшĕн монуменчĕ умĕнче халăха хăйсен юррипе савăнтарĕç. Хора Раççейри 32 регионтан ачасем пуçтарăннă. Пĕтĕмпе вĕсем 432 пулĕç, вĕсенчен 46-шĕ йĕркелесе ертсе пыраканĕсем.

Пирĕн республикăри хорта 614 ача. Вĕсем Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Канашран, Çĕмĕрлерен, Шăмăршăран, Шупашкар, Çĕрпӳ, Каçал ен районĕсенчен.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисене кулленех çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă.  Обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те кун йĕркинче пулнине асăннă. 

 



19 июня 2017
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter