Малашне те Чăваш Республикипе КХР хушшинчи экономика, культура, вĕренӳпе туризм çыхăнăвĕсем çирĕпленсе анлăланса пырĕç

 Китай Хаклăх Республикине РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пынă официаллă делегаци кайса килни çинчен, паянхи планеркăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисене Михаил Игнатьев тĕплĕн каласа кăтартнă.

Аса илтеретпĕр, çĕртме уйăхĕн 15-16-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин официаллă делегаци йышĕнче çӳререх палăртнă республикăра пулнă.  

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи регионсем хушшинчи Канаш ларăвне ирттернĕ.  Ятарлă делегаци Çамрăксен  форумне официаллă майпа вĕçленĕ церемонине хутшăннă. IV-мĕш форум Хэфэй хулинче иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата КХР председателĕ Си Цзиньпин пуçарăвĕсемпе икĕ енлĕ çыхăну анлăн вăй илсе сарăлса пынине палăртнă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ «Атăл–Янцзы» форматпа ирттернĕ канашлăвăн пысăк тухăçлăхне палăртать.  

«Ĕçлĕ визитпа çӳренĕ чухне хăш-пĕр ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.  Пуласлăх пирки плансемпе тĕллевсене палăртнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«Атăл-Янцзы» формата йĕркеленĕренпе пĕтĕмпе 27 ĕçлĕ килĕшӳ хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ. Калăпăр, ку хутĕнче 11 килĕшĕве алă пуснă.  Вĕсенчен пĕри – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе КХР правительствипе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳ.  Икĕ ен суту-илӳ, экономика, наукăпа техника, социаллă тытăмра пĕр-пĕрин паха опычĕсене тĕпе хурса пурнăçа кĕртсе пыма килĕшнĕ. Республикăн тулашри таварсен çаврăнăшĕ 2016 çулхине 2015 çултипе танлаштарсан чылай ӳснĕ, кăтарту 3,6 процент хăпарнă. Китай халăхĕпе тата партнерсемпе тачă çыхăнса ĕçленин ӳсĕмĕ пур. Импорт тата экспорт таварĕсене чылай вырнаçтарнă», - çирĕппĕн палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче предприятисемпе паллашнă чухне, ытларах пĕр-пĕрин ĕçĕсемпе тачă çыхăнса пынине асăннă, Китай бизнесĕ пирĕн регионпа çывăх пулнине палăртнă.

Чи курăмлисенчен пĕри – икĕ республикăри çамрăксене нумай çулсем хушши пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашма тата аталанса пыма витĕм кӳрекен ятарлă центрсем хута яни.  

Аса илтеретпĕр: кăçал çамрăксем форумра çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕччен пулнă. Раççейпе Китай Çамрăкĕсен форумне Чăваш Енрен 10 студент кайнă.  Вĕсем И.Я. Яковлева ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен, Чăваш патшалăх Ял хуçалăх академийĕнчен, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата Шупашкарти кооператив институтĕнчен.   Палăртнă мероприятинче пулнă çамрăксем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене валли анлă  кăсăклă программа хатĕрленĕ.  Яш-кĕрĕм «JAC» автомашина компанийĕнче тата Аньхой провинцире музейра пулнă. Хэфейский институтĕнче Студентсен платформинче, çĕнĕ технологисене курса савăннă, Чай тата Се Юйд музей ĕçĕпе паллашнă. Китай медицинипе кăсăкланнă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Культура программи те питĕ чаплă пулнă. Раççейпе Китай çамрăкĕсен туслăх йывăçĕсене лартса хăварнă. Хуаньшань сăрт–çине хăпарса курнă.

Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетнĕ май, çапла хушу панă: «Ĕç тăвакан влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче вăй хуракансен, аслă шкулсен малашне те икĕ республика хушшинчи тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатса пырассишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ вăл.



19 июня 2017
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter