Шупашкарта Индустри паркне йĕркелессипе йышăннă инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрсе пынине тата Çул-йĕр фончĕ уйăракан пулăшупа епле усă курнине Чăваш Ен Правительстви çирĕп асăрхать.

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна регион Ертӳçи Михаил Игнатьев ирттернĕ.

 Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Евгений Павлов Чăваш Енĕн Çул-йĕр фончĕ уйăракан укçа-тенкĕпе регион ĕçлени пирки каласа кăтартнă. Кăçал кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕччен йĕркеленĕ строительство ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ 5 млрд 103 млн танлашать.  Вĕсенчен 4 млрд тенкĕлĕх контрактсене алă пусса çирĕплетнĕ (84,9 процент).  Ыттисемпе конкурс ĕçĕсем пыраççĕ.  Регион, муниципалитетсем хушшинчи, вырăнти автомашина  çулĕсене 661 млн тенкĕлĕх юсанă. Кăçал планпа пăхса хăварнинчен 12,6 процентпа танлашать. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитменлĕхсене палăртнă, автомашина çӳремелли çулсем хĕрринче курăксене çулманнине пăшăрханса каланă. Республика кунĕ тĕлне пĕтĕмпех регионта тасалăх хуçаланмаллине çирĕп асăрхаттарнă, пур çĕрте те тирпей-илем пулмаллине палăртнă. «Çулсем хĕрринче çум-курăк кашласа лармалла мар.  Павильонсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Ĕç пахалăхне вырăнти ертӳçĕсен çирĕп тĕрĕслемелле», - тесе асăрхаттарнă вăл.

Шупашкарта Индустри паркне йĕркелессипе йышăннă инвестици проекчĕ пурнăçа епле кĕрсе пыни çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа хăварнă. Енчен те Индустри паркĕн иккĕмĕш тапхăрĕ хута каяс пулсассăн, халăх валли 550 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленессине пĕлтернĕ министр.  Объекта хута яма 1,5 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă.   



19 июня 2017
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter