Республикăра «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче суту-илӳ енĕпе ĕçлекенсен сессийĕ иртнĕ

  Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăра «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче суту-илӳ енĕпе ĕçлекенсен сессийĕ иртнĕ.  

Ял хуçалăх таварне тирпейлесе кăларма тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕ экологи енчен паха таварсем калăплама хистет.  Чăваш çĕрĕ çинче таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине чĕнсе каланă республика Ертӳçи Михаил Игнатьев

Чăннипех, те регионта калăпланса тухакан таварсен пахалăхĕ çулсерен ӳссе пырать, ассортимент йышланать.  Чăваш Ен Правительстви предпринимательсен тытăмĕнче ĕçлекенсен сĕнĕвĕсене яланах шута илме тăрăшать.   Çакăн йышши мероприятисем республикăра федераципе регионсенчи суту-илӳ сечĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеччĕр тесе йĕркеленеççĕ.   Чăваш  Республикинче тирпейленсе тухакан таварсем регион тулашĕнче сутăнччĕр тесе те условисем йĕркелемелле. Кун пирки те çирĕп пăхса тухнă паянхи канашлура. 

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре таварсен пахалăхĕ Раççей шайĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Республика тулашĕнче те анлă сарăлни куçкĕретех тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче республикăн 2017 çулхи пĕрремĕш кварталти суту-илӳ çаврăнăшĕн калăпăшĕ 11 млрд тенкĕпе танлашать тенĕ.  Социологи ыйтăмĕ тăрăх, Чăваш Енре тирпейленекен таварсене халăх хапăр тусах йышăнать имĕш.    Кăтартăва пăхас пулсан, 1200 çынран 81 проценчĕ таварсемпе кăмăллă тесе хуравланă. 

Паянхи канашлу уçăмлăн иртнĕ. Унта хутшăнма кăмăл тунисем йĕркелӳçĕсене çакăн пек форматпа мероприяти йĕркелесе панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Вĕсем те тепĕр хут республикăра бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă.

RetailGroup Х5 Атăл-Вятка филиалĕн директор çумĕ Алексей Иванов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем ыттисемпе танлаштарсан çав тери паха пулнине асăннă. Хаксем те пĕтĕмпех йĕркеллĕ тесе çирĕплетнĕ.  Çак кун тĕрлĕ таварсенчен куравсем те хатĕрлесе тăратнă, хăнасем çĕнĕ паха таварсемпе паллашнă.

Палăртса хăвармалла, çакăн йышши мероприятине тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ертӳçисем хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашаççĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухаççĕ.

 Фоторепортаж



19 июня 2017
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter