Элĕк районĕн хыпарĕсем

Ача телей курма çуралать

 Ехремкасси ял тăрăхĕ районта чи пысăккисенчен пĕри. Ку тăрăхри 13 ялта 282 çемьере 497 ача çитĕнет. Çемьере ача çурални пуриншĕн те телей. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ те ÿссех пыни ялăн малашлăхĕ пуррине пĕлтерет. Паянхи кун тĕлне нумай ачаллă 20 çемье шутланать, 5 тата ытларах ачаллă 5 çемье. Мăн Карачура ялĕнче пурăнакан Евгений Михайловичпа Евгения Ивановна Семеновсем, сăмахран, Никăпа Аринăна тата йĕкĕрешсене Арсенийпа Ксенийăна кун çути парнеленĕ. Çавăн пекех вĕсем Никитăна хăйсен хÿттине илнĕ. Семеновсен çемйи туслă та ĕçчен, пĕрне-пĕри пулăшаççĕ, килĕшÿре пурăнаççĕ. Вĕсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.

Тăван кил ăшшине упрама пĕлесчĕ

 Мĕн вăл Тăван çĕршыв, тăван кĕтес; Вăл - атте-анне, тăвансем, кÿршĕсем, ял-йыш, тăван кил, эпĕ çуралнă ял, тăван тăрăхри вăрмансем, çырмасем, çăл куçсем.

Тăван кĕтесрен илемли нимĕн те çук. Манăн тăван ялăм - Элеккеньушкăнь. Вăл пысăках мар, лайăх вырăнта вырнаçнă. Тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс. Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать та тавралăх шăпланать. Ирхине вара тÿпере тăри юрлать, хĕвел хĕртсе пăхать, утă шăрши таврана сарăлать. Ялти ĕçчен халăх анкартинче тăрмашать. Пирĕн ялта пурăнакансем тăван кĕтесе илемлетесси хамăртан, пурте пĕрле тăрăшнинчен килнине шута илеççĕ. Çавăнпа та ялти кашни ĕçе нимелле тума тăрăшаççĕ. Ялта тăтăшах субботниксем иртеççĕ. Унта аслисемпе танах эпир те, шкулта вĕренекенсем, хутшăнма тăрăшатпăр. Шел пулин те, ялта пушă ларакан кил-çурт нумай. Вĕсене никам та пăхса тăманран çак ĕçе ял çыннисем хăйсем çине илнĕ. Çуртсем умĕнчи хыт-хурана тата йывăç-курăка тасатсах тăма тăрăшаççĕ Элеккеньушкăньсем.

Ялта ĕçчен те тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ. 4-5 пуç таран выльăх усракан та пур. Сурăхсем те йышлă тытаççĕ. Кăçал ĕнесене çÿреме электрокĕтÿçĕ те туянчĕç.

Шкул сукмакне 7 ача такăрлатать. Вĕсенчен 2-шĕ Шĕмшеш, пĕри Тавăт, 4-шĕ Элĕк шкулĕсенче вĕренеççĕ. Çуллахи каникулта эпир вăхăта савăнăçлă ирттеретпĕр: велосипедпа ярăнатпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр.

Пирĕн ял пĕчĕк пулсан та çĕнĕ çурт çĕклекенсем те пур-ха. Вĕсем яла илем кÿреççĕ. Эпĕ тăван яла чунтан юрататăп.

Валентина АНДРЕЕВА,

Элеккеньушкăнь.

 

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен

 

Ишпарайкка ял библиотекинче уйăхсеренех тĕрлĕ мероприяти иртет. Халăха кĕнекесемпе ытларах туслаштарма электронлă презентацисем хатĕрлесси те йăлана кĕчĕ. Çакă вулаканăн ăс-хакăлне пуянлатма, тавракурăмне ÿстерме май парать.

Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ. Пирĕн ял библиотекинче 7 пине яхăн кĕнеке-журнал. Шĕмшеш шкулĕнче вĕренекен Юна Алексеева, Карина Николаева, Кирилл Николаев библиотекăра иртекен кашни мероприятиех хутшăнаççĕ. Хальхи пурнăçра Интернетпа кĕсье телефонĕ, сенкер экран пысăк вырăн йышăннăран кĕнеке вулакансен йышĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Библио- текăна çынсем хĕл кунĕсенче ытларах çÿреççĕ. Аслисене илес пулсан Элеккеньшкăньри Людмила Мамуткинăпа Раиса Петрова тата Анна Николаева, Ишпарайккăри Елена Лаврентьевăпа Зоя Петрова тата Раиса Соколова, Сурăмпуç Шĕмшешри Галина Шашкаровăпа Светлана Тихонова, Пиçенерти Георгий Павловпа Зинаида Павлова тата Анна Павлова, Кăраклаври Анна Прокопьева кĕнекен чăн тусĕсем темелле. Тухса çÿреймен ватă çынсене килĕсене кайса кĕнекепе тивĕçтерессине те йăлана тахçанах кĕртнĕ.

Эпир культура çурчĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Унти ĕçченсемпе пĕрле «Хозяюшка» ал ĕç маçтăрĕсен клубне йĕркелерĕмĕр. Елена Лаврентьева кĕнеке нумай вуланипе пĕрлех хĕрарăмсене çекĕлпе чечексем çыхма вĕрентет.

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен. Кĕнекепе яланах туслă пуласчĕ, ăс-хакăла пуянлатасчĕ.

Альбина СЕМЕНОВА,

библиотекарь.

 

Ачăрсен пурнăçĕ - сирĕн алăра

 

 

Каникул вăхăчĕ водительсене татах та тимлĕрех пулма хистет, мĕншĕн тесен çулсем çинче ачасем нумайланаççĕ. Çакна шута илсе майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 11-мĕшĕччен республикăра «Асăрханăр, ачасем!» операци иртет. Кунта çуран çÿрени çеç мар, çамрăксем роликсемпе, велосипедсемпе, скутерсемпе тата мотоциклсемпе те çул çине тухма пултараççĕ. Çакă вара хăрушлăха чылай ÿстерет. 2017 çулта Чăваш Республикинче çул-йĕрпе транспорт инкекĕсене пула 70 ача шар курнă, пĕр ачан пурнăçĕ татăлнă.

 

Ачасене мĕн пĕчĕкрен çул-йĕр правилисене пăхăнма кăна мар, çул çинчи лару-тăрăва кура харпăр хăйне тивĕçлĕ тытма хăнăхтарни те кирлĕ. Ачасем автомобильпе пынă чухне те инкек тÿсесси пулать. Хăйĕн шухăшĕпе утакан ача çул урлă каçнă чухне хăрушлăх çинчен манать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, воспитательсемпе вĕрентекенсен ачасене çул урлă ятарлă вырăнсенче каçмаллине мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле, 7 çулчченхи ачасене урама пĕччен кăларса ямалла мар.

 

Çул куçăмĕн правилисене пăсакан ачасене асăрхасан чармалла. Тен, шăпах самантра ăна инкек тÿсессинчен хăтарма май пулĕ. Каçхине ачасен тумтирĕ çинче çутă палăртакан япаласем пулсан аван. Тĕттĕмре, çутă çунман урамра, водителе çул çинче е унăн айккипе пыракан çуран çынсене асăрхама йывăр. Çутă паллиллĕ тумтирсем çуран çынсене 100 метртан уйăрса илме май параççĕ. Автомобильпе çÿренĕ чухне хăрушсăрлăх ременĕсемпе тата ачасене тытса тăракан ятарлă хатĕрсемпе усă курмалла.

 

Çуллахи каникул çитсен çул çинчи хăрушлăх чăннипех те хăвăрт ÿсет. Çак хăрушлăха ытларах 16 çул тултарман ачасем - скутерпа е мопедпа çÿрекенсем ÿстереççĕ. Саккунпа вара 16 çул тултарманнисен руль умне пачах та ларма юрамасть! Скутер е мотоцикл рулĕ умне ларнă çамрăк çул çине тухсан тулли праваллă тата яваплă пулса тăрать. Паллах, мотошлемпа пулмалла. Вăл пуçа амантас, суранлатас хăрушлăха 70 процент таран чакарма пултарать.

 

Статистика тăрăх, çул-йĕрпе транспорт травматизмĕ ÿсĕмĕпе 5-рен пуçласа 25 çулчченхи ачасемпе çамрăксем вилнин тĕп сăлтавĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Çакна та шута илмелле: çул çинче ÿсĕрсем те тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та асăрханулăха пĕр самант та çухатмалла мар.

 

Геннадий КАЗЫКИН, административлă законодатель

 

 

Ăшă сăмах аслă ăрурисемшĕн темрен паха

 

Июнĕн 8-мĕшĕнче Раççейре социаллă хÿтлĕх сферинче ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ.

 

Социаллă пулăшу кÿрессипе пирĕн районта икĕ служба ĕçлет. Пĕри - район администрацийĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ пулсан, тепри Элĕкри «Халăха социаллă пулăшу паракан центр» учреждени.

 

Яланах пĕрне-пĕри пулăшма май тупаймастпăр çав эпир. Хăш чухне инкеке лекнĕ çынна та мăн кăмăллăха пула курманçи тăватпăр. Никама уйăрмасăр пуриншĕн те тĕрек тата шанăç пулма кашни çыннах пултараймасть-çав. Социаллă хÿтлĕх сферинче ĕçлекенсем вара пĕччен юлнă е сывлăх енчен пур çĕре те тухса çÿреймен çынсемшĕн чăн-чăн юлташ вырăннех пулса тăраççĕ. Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар. Ватă çынсемпе те, сусăррисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле-çке.

 

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче пурĕ 7-ĕн тăрăшаççĕ. Галина Михайловна ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, кунта хăйсен ĕçне пĕлекен тата чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем халăха тĕрлĕ йышши пулăшу кÿрессипе тимлеççĕ. Акă, сăмахран, Ольга Николаева тата Ирина Корнилова темиçе çулах кунта пĕр улшăнмасăр тăрăшаççĕ. Ертÿçĕ тилхепине 11 çул Галина Григорьева тытса пырать.

 

Асăннă пайра Федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, хевтесĕррисене, нумай ачаллă çемьесене пулăшу парас енĕпе тата коммуналлă çăмăллăхсем кÿрессипе те ĕçлеççĕ.

 

Кăçал пилĕк уйăхра 2309 ĕç ветеранне, 86 тыл ĕçченне, реабилитациленнĕ 15 çынна пурĕ 13587,44 пин тенкĕлĕх пулăшу панă. Сусăрсемпе вăрçă ветеранĕсем, тăлăх арăмсемпе вĕри точкăсенче хутшăннисем 824 çын коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнă. Çавăн пекех Чернобыльте радиаци витĕр тухнă 14 çынна, çул-йĕр тăкакĕсене саплаштарма 2 çынна, нумай хваттерлĕ кил-çуртра пурăнакансен капиталллă юсав ĕçĕсемшĕн тăкакланнă 7 çынна компенсаци панă. Унсăр пуçне ватă çынсемпе сусăррисене санаторипе сиплев учрежденийĕсене ярас тĕллевпе 216 çынна черете тăратнă. Январь-май уйăхĕсенче 10 путевкăпа тивĕçтернĕ. Вилнĕ çынна пытарнă тăкаксен пĕр пайне тавăрса пама 19 заявлени йышăннă. Коммуналлă тÿлевсемшĕн 285 çын субсиди илме пултарнă.

 

Ĕç стажне кура «Ĕç ветеранĕ», «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ячĕсене илме тивĕçнĕ граждансене те сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен пенси илме пуçласан социаллă çăмăллăхсемпе усă курма пулать те. Иртнĕ кварталта 6 ветеран çак ята илнĕ.

 

Пĕлтĕр ачана усрава илнĕ 48 ашшĕ-амăшне уйăхри пособисемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ача çуралнă хыççăн пĕр хутчен памалли пособие 30 çын, ачана пăхнă чухне уйăхсерен илмелли пособие 139-ăн илнĕ, тăлăха юлнă опекăна илнĕ 15 ача уйăхри пособие илнĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ пурĕ 21 тĕрлĕ тÿлевпе ĕçлет. Кăçалхи пилĕк уйăхра вăл çынсене 40 миллиона яхăн укçа парса пулăшу кÿнĕ.

 

Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр 32 çулта. Кунта вара килĕсенчен тухма май килмен ватăсене пулăшас енĕпе ĕçлеççĕ. Çак центра 4 подразделение уйăрнă. Вĕсен шутне Элĕк тата Шĕмшеш салисенчи ваттисен çурчĕсем те кĕреççĕ. Социаллă пулăшу кÿрекен стационарсенче пурĕ 76 çын тăрăшать. Вĕсем хушшинче социаллă пулăшу парас енĕпе 10 çул ытла ĕçлекенсем те пур. Элĕк тата Шĕмшеш салисенчи ваттисен çурчĕсенче 6-ăн тимлеççĕ. Унта пĕтĕмпе те 24 ветеран пурăнать. Вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса тăраççĕ, уйрăм пÿлĕмсемпе тивĕçтереççĕ.

 

Социаллă сфера ĕçченĕсем кашни кун хăйсене пăхайман ватăсене тимлĕх уйăраççĕ, хуйха-суйха та пайлаççĕ, ăшă сăмахсемпе чуна йăпатаççĕ. Аслă ăрурисемшĕн тăван ачисем вырăннех пулса тăраççĕ вара вĕсем.

 

А.СИЛИВЕСТРОВА.

 

Уявра савăнчĕç

Иртнĕ шăматкун Мăн Ямашра ял уявĕ иртнĕ. Çак уява ялти культура çурчĕн директорĕ Роза Александрова йĕркеленĕ. Вăл унта хатĕрленме пулăшнă ялти хастарсене, укçа-тенкĕ енчен пулăшнă спонсорсене тав тунă, саламланă. Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Иванова, районти тĕрĕслевпе шутлав органĕн инспекторĕ Вениамин Соколов та уяв ячĕпе саламласа ялти хастарсемпе кил-çурта хăтлă тытса пыракансене парнесем парса хавхалантарнă.

 

Уяв программи пуян пулнă. Шупашкарти артистсемпе пĕрлех Етĕрне районĕнчи Николаевски культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарнă. Çамрăксем волейбол вылянă, кире пуканĕ йăтнă, канат туртнă.

 

Кашни урам кил карти хатĕрленĕ. Унта ялти ал ĕç ăстисен ĕçĕсен сĕтелĕ те пуян пулнă. Уяв ташă каçĕпе вĕçленнĕ.

 

Йывăç - тăнăçлăх символĕ

 

Питĕшкасси ял тăрăхĕнче çут çанталăка упрас тата сыхлас тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кăçал Экологи çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса март уйăхĕнче ку тăрăхра пурăнакансем Питĕшкасси ялĕ патĕнчи çырма хĕрринче хырсем лартнă. Йывăç лартни - пархатарлă ĕç. Вĕсем ÿссе çитсен яла юр хÿсе лартасран сыхлĕç. Йывăç - тăнăçлăх символĕ те. Çамрăк хунавсене карталаса тухнă. Шкул ачисем аслисемпе пĕрле вĕсене кашни кунах пăхса тăраççĕ, шăвараççĕ. Герхард Васильев, Артур Абрамов, Иван Абрамов, Мария Гаврилова, Иван Гаврилов, Анастасия Миронова хастарлăхпа палăраççĕ. Вĕсем çитĕнсе çитсе тем пысăкăш хырсем кашласа ларнине курма ĕмĕтленеççĕ.



19 июня 2017
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter