Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă

 

 

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче стратегиллĕ пуçарусен Агенствин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева Наци рейтингĕнчи инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕ çинчен йĕркеленĕ презентацире çапла палăртнă: «Чăваш Республики тĕлĕнмелле чаплă регион. Чăннипех те, республикăн пур ĕç кăтартăвĕсем те çӳллĕ шайра, динамика ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех, ыттисемшĕн тĕслĕх», - тенĕ вăл.   

 

Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче маларах 6-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.

 Кун пек пысăк кăтарту ĕмĕрне те пулман тесен те йăнăш мар.

Сколково шкулăн Президенчĕ Андрей Шаронов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче бизнес пĕрлешĕве аталанса пыма çав тери лайăх пулнине, влаçри çынсем тĕрлĕ сĕнӳсемпе яланах пулăшнине, нимĕнле чăрмавсем те кăларса тăратманнине, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçлесе пынине палăртнă. Ку енĕпе те регион ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине асăннă ертӳçĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бизнес тытăмĕнче ĕçлекенсене, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансене Чăваш Республикин Правительство членĕсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн чун-чĕререн тав тунă.  «Бизнеспа тачă çыхăнса ĕçлемеллине эпир ăнланатпăр, ĕçлĕ çыхăнусене тытса пырас ĕçе тимлĕх уйăратпăр.  Таварсенчен илнĕ тупăшăн кашни виççĕмĕш тенки вак тата вăтам предпринимательсенчен куçать, вĕсен витĕмĕпе пулать», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.

Çитĕнĕвĕн тепĕр пысăк кăтартăвĕ – пирĕн республикăра ют çĕршыв компанийĕсем тухăçлă ĕçлени, тĕрлĕ производствăсем хута яни.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслевпе асăрхав органĕсемпе епле тачă çыхăнса ĕçленин ĕç опычĕпе паллаштарнă. «Чăваш Республикинче тĕрĕслевпе асăрхав органĕсем уççăмăн ĕçлеччĕр тесе сахал мар тăрăшрăмăр. Лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр.  Малашнехи ĕç паланĕпе вĕсем паллаштарса пыраççĕ, ăнсăртран, плансăр предприятисемпе организацисене тухса тĕрĕслемеççĕ», - тенĕ сăмаха тăсса Михаил Игнатьев

Кунсăр пуçне регионта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме меллĕ. Нимĕнле чăрмавсем те çук.  НФЦ регионта ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, кирек епле ыйтăва та вăхăтра татса парассишĕн тăрăшаççĕ.

Чăваш ЕН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата çакна та палăртнă: «Республика Правительствин приоритечĕ – халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе тăратасси, çамрăксене аталанма, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртсе пыма кирлĕ пек условисем йышăнасси», - тенĕ вăл.     

«Пирĕн республикăн çĕр айĕнчи çут çанталăк пуянлăхĕ çук.  Чи пысăк пурлăх – халăх.  Çавăнпа та эпир бюджетри кашни виççĕмĕш тенкине социаллă ыйтусене татса парас ĕçе тăкаклатпăр.  Малашне те юратнă Раççей, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккунсене пăхăнса тăрăшса ĕçлĕпĕр», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне Михаил Игнатьев

РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов Наци рейтингĕнче мала тухнă регионсене ăшшăн саламланă. «Рейтинг пĕтĕмлетĕвĕ – регионсен вырăнти ĕçсен тĕп кăтартăвĕ», - тенĕ вăл.

Малашне те рейтинг аталанса пырассине тата та çивĕчрех пĕтĕмлетӳсем тăвассине палăртнă. Предпринимательсем влаç органĕсенче тăрăшакансем тухăçлă ĕçлеччĕр тесе сахал мар ыйтаççĕ.  «Çĕршыв шайĕнче  ертӳçĕсен тата губернаторсен ĕçĕсене уççăмлăн тĕрĕслеме пуçлĕç, çирĕп тишкерĕç. Цифрăллă технологисен витĕмĕпе мĕнпур ĕçсене тухăçлă йĕркелесе пыма тытăнасси паллă, çакă бизнеса чăрмав кӳмĕ», - çапларах каланă РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов. 

 «Деловая Россия обществăлла организацийĕн Президенчĕ Алексей Репик хăйĕн сăмахĕнче рейтингра мала тухнă субъектсем чи лайăххисем, унта пурăнма условисем пĕтĕмпех пуррине, тепĕр тесен вăл субъектсенче пурăнас та килет тенĕ. 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуçи Андрей Белоусов çапларах каланă: «Рейтингри пысăк çитĕнӳ субъектсен ертӳçисем халăхпа тухăçлă ĕçленине çирĕплетет»,- тенĕ.  

Андрей Белоусов Раççей Президенчĕн командине, губернаторсемпе пуçлăхсен ушкăнĕсене  ырласа тав тунă.  Çав тери пысăк капмар ĕç туса ирттернине палăртнă.  Сăмаха май, хальхи вăхăтра РФ субъекчĕсен ертӳçисен ĕç тухăçлăхĕ пирки хаклав тытăмне йĕркелесси хĕрӳ пынине палăртнă.  Шăпах та çак системăна Наци рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕсем те кĕрессине пĕлтернĕ. 

 Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе Наци рейтингĕнче хисеплĕ малти вырăна Чăваш Республики тухни пирки «Опора России» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Президенчĕ Александр Калинин çапларах каланă: «Эпир тахçантанпах Чăваш Республикине ăнăçлă ĕçлесе пынине тишкерсе пыратпăр. Регион пĕчĕк Мускавпа танлаштарсан,  Мускав облаçĕ пек те мар. Пысăк хуласемпе те юнашар вырнаçман.  Нумай чухне рейтингра çитĕнĕве тивĕçнисем ытларах хăватлă рыноксемпе юнашар пулни, ăна пула витĕмлĕх шайĕ те çӳллĕ пулнине курма пулать.  Хамăра та тĕлĕнмелле шухăша ячĕ çак Чăваш Республикин çитĕнĕвĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн команди епле çакăн пек хисепе тивĕçме пултарчĕ.  Раççейре вĕсем малти вырăна тухрĕç. Пурсăмăра та шухăша ячĕ, ыйту кăларса тăратрĕ.   Стратегилле тĕпчевçĕсен Агенствипе пайăр-пайăррăн ыйтусене пăхса тухрăмăр.  Инвестици климачĕ лайăх пулнин çитĕнĕвĕ Чăваш Республикин мĕнре?

 Ыйтăвăн хуравне те паян пĕлтĕмĕр.  Чăваш Республикинче нимĕнле кăлтăк та çук. Пур ĕçе те туллин пурнăçлани куçкĕретех.  Çулран çул регион Пуçлăхĕн команди лартнă тĕллевсем патне утăм хыççăн тĕрĕс утăм туса, яваплăха çухатмасăр, тухăçлă тата паха ĕçлесе пырать. Строительство пайĕ çирĕп ура çинче, çыхăну тытăмĕ вăй илсе пырать, бизнеса аталанса пыма мĕнпур условисем çителĕклĕ.  Кирек епле ĕç те çивĕч тĕрĕслевре.  Енчен те хăш-пĕр регионсенче ырă тĕслĕхсем пулса иртеççĕ пулсан, Чăваш Республикинче те ăна туххăмрах пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Чăваш Республики пысăк регион мар, çĕршыв варринче те вырнаçман.  Пур-пĕрех РФ субъекчĕсемпе танлаштарсан чи лайăх аталанса пыракан республика пулса тăчĕ, инвестици илĕртӳлĕхĕ те çав тери аван.  Иккĕмĕш вырăн йышăнни пысăк çитĕнӳ. Чăн-чăн хисепе тивĕç Чăваш Республики. Рейтигра Татарстан Республики çеç вĕсене çĕнтерме пултарчĕ.  Тепĕр тесен тутарсен тата мала тухмасан майĕ те çук, çĕрсем айĕнчи çут çанталăк пурлăхĕ хăйех мĕне тăрать. Рейтингра виççĕмĕш вырăна Мускавсем тухнă.

Çĕнтерӳшĕн  чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, ун хыççăн ытти влаçри ĕçтешсене, бизнес-пĕрлешӳсенче вăй хуракансене саламламалла.  Чи кирли - хальхи пурнăçра çитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, малаллах ăнтăлмалла, ăмăрту тата та хăватлăрах çивĕчленсе пырать», - тенĕ вăл. 

 



02 июня 2017
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter