Питĕрте Пĕтĕм халăхсем хушшинчи ХХI экономика форумне торжествăлла майпа уçнă

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинчен официаллă делегаци Питĕрте иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне кайнă. Сумлă делегаци йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин пулнă. Кăçал Питĕрте иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне тĕнчери 130 çĕршывран 12 пин хăна хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем паянхи экономикăра çĕнĕ çул-йĕрсем палăртассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чи малтанах ПМЭФ – 2017 пухăннисене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин саламланă.

Çĕршыв Пуçлăхĕ хăйĕн саламĕнче çапларах каланă: «Тĕнчери экономика пуçласа пĕрремĕш хут ӳсĕмлĕ ĕçлесе пынине, каялла чакманнине çирĕп кăтартса парать.  Çĕнĕрен те çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Форумра палăртнă пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн те çине тăрса ĕçлемелле. Кирек епле чăрмава та вăхăтра сирсе яма тăрăшмалла, ăна валли ятарлă мерăсем те йышăнма пĕлмелле», - тенĕ.

Чăннипех те, юлашки вăхăтра форум хăйĕн авторитетне çӳле çĕклеме пултарчĕ.  Паянхи пурнăç таппинчи актуаллă ыйтусене тĕрлĕ шайри ертӳçĕсемпе тĕл пулса татса пама та пулать. Кирлĕ пулсан, çирĕп мерăсем те йышăнса хăварма меллĕ.

Кăçал çĕртме уйăхĕнче Санкт-Петербургра тепĕр хут РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсем, Правительство членĕсем, паллă ăсчахсем, наука ĕçченĕсем, экспертсем, нумай ют çĕршывсенчен ĕçлĕ представительсем пуçтарăнĕç

Раççей Президенчĕ çакăн пекех форум ĕçĕнче йышăннă пуçаруллă сĕнӳсем, алă пусса çирĕплетнĕ килĕшӳсем, пĕтĕм тĕнчере пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме витĕм кӳнине, пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшнине асăнса хăварнă.

Форумăн Йĕркелӳ комитечĕ тата Санкт-Петербург Правительствин ячĕпе пысăк мероприятине пухăннисене Санкт-Петербург Губернаторĕ Георгий Полтавченко ăшшăн саламланă, форум ĕçне хутшăннăшăн тав тунă. Ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче çапларах каланă: «Раççей экономикинче пысăк çĕнĕлĕхсем пулнине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр.  Сиксе тухакан кирек епле чăрмав та пире конструктивлă майсем шырама хистет.  Çавăнпа та куçа-куçăн курса çирĕп йышăнусем туса хăварни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл. «Пире, чăннипех те форум пĕлтерĕшĕ пысăк пулни савăнтарать. Правительство, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, Пĕтĕм тĕнчери пысăк компанисем, экономикăри малта пыракан предприятисемпе организацисем, бизнес-пĕрлешӳсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем  пĕр-пĕрин шухăшне уççăмăнах пĕлтерме пултараççĕ, çирĕп йĕркепе ятарлă мерăсем пăхса хăварма та пултараççĕ.  Эпир форум ĕçĕн программи анлă тата кăсăклă  пултăр тесе тăрăшрăмăр. Хăнасем хулари культура программипе те, паллă вырăнсене те çитсе курма пултараççĕ.  Питĕрĕн историйĕпе те паллашма меллĕ», - тенĕ.

Юлашкинчен вара Георгий Полтавченко форум ĕçне пухăннисене ăнăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форум ĕçĕн торжествăлла пайĕ вĕçленнĕ хыççăн, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çапла каланă: «Раççейре обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс тăнăçлă аталанса пырать.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе ура çине тăма тата вăй илме условисем çителĕклĕ.  Пысăк бизнес куçкĕретех çирĕпленет. Çакă вара регионсемшĕн лайăх. Пирĕн предпринимательсем экспорт çине куçассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ.  Ырă ĕçсем пурнăçлани те сахал мар.  Тĕрлĕ регионсемпе тачă çыхăнни экономикăна аталантарма витĕм кӳрет», - тенĕ вăл. 

Сăмаха май, вăл пирĕн Чăваш Республикин паха ĕç опычĕпе РФ ытти субъекчĕсем кăсăкланнине пĕлтернĕ, хăйсен тăрăхĕсенче усă курма тĕллев лартнине каланă.

Калăпăр, Дагестан Республикин Пуçлăхĕ Рамазан Абдулатипов пирĕн республикăна хăйсем патĕнчен сумлă делегаци ярасшăн.  Пирĕн паха ĕç опытне хăйсен тăрăхĕнче ĕçе кĕртме палăртнине пĕлтернĕ.

Аса илтеретпĕр, ПМЭФ – 2017 мероприятинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă.  Обществăлла организацисемпе, бизнес-пĕрлешӳсемпе те сахал мар ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.  

Çак кун Михаил Игнатьев ИА ТАСС журналисчĕсене интервью панă.

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче форум ĕçĕ малалла тăсăлать, Чăваш Республикинчен кайнă сумлă делегации унта пулать. 

Фоторепортаж



02 июня 2017
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter