Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче ирхи ĕçлĕ апатлану вăхăтĕнче йĕркеленĕ мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Паян Питĕрте иртнĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче   ирхи ĕçлĕ апатлану вăхăтĕнче йĕркеленĕ мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Раççей Перекет банкĕ «2018 çулта çу уйăхĕ хыççăн мĕн кĕтмелле?» ятлă ирхи апатлану вăхăтĕнче мероприяти ирттернĕ.   

Çĕнĕ президент тапхăрĕ – çĕршыв аталанăвĕн юхăмĕн пуçламăшĕ пулать.  Мĕнле çул-йĕр шыраса тупса палăртмалла? Активлă реформăн суйласа илмелли çулсем пур-и? Реформа епле Раççей экономикине хăвăрт вăй илме пулăшĕ? Çакă е тата ытти ыйтусем çине хурав тупассишĕн паянхи ĕçлĕ канашлура пухăннисем ыйтусене çивĕч сӳтсе явнă. Мероприятине ертсе пыраканĕ Раççей Перекет банкĕн Правленийĕн председателĕ Герман Греф пулнă.    

Паллă пулăмăн тĕп спикерĕсем РФ Патшалăх Думин бюджет тата налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет председателĕ Андрей Макаров, РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов,  РФ шутлав тата тĕрĕслев палатин Председателĕ Татьяна Голикова, стратеги ĕçĕсен Центрĕн пуçлăхĕ Алексей Кудрин, Пĕтĕм тĕнчери банксен директорсен ушкăнĕн ĕç тăвакан тĕп директорĕ Кристалина Георгиевна, Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн ĕç тăвакан директорĕ Клаус Шваб пулнă.

Раççей Перекет банкĕ йĕркеленĕ ирхи апатлану вăхăтĕнче электронлă сасăлав та иртнĕ, ĕçе пур те хутшăннă. 2018 çул хыççăн, пире мĕнле экономика кирлĕ текен ыйтăва халăхăн 80 проценчĕ çирĕп йĕркеллĕ реформа  пултăр тесе хурав панă.  

«Регионсенчи вĕрентӳ: тăкак е инвестици?» ятлă мероприяти  ĕçне РФ вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева  хутшăннă. Паллă пулăма ертсе пыраканĕ экономика Аслă шкулĕн Вĕренӳ институчĕн ертӳçи Исак Фрумин пулнă.

Паян çакăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС ЭЛЕКТРО» группа компанийĕн Президенчĕ йыхравĕпе  ĕçлĕ тĕлпулу ирттерет, унта «АБС ЭЛЕКТРО» тата  SimensAG компанипе килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетет. 

Фоторепортаж



02 июня 2017
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter