Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуçи Игорь Левитин йĕркелесе ертсе пынă консультаци паракан комиссийĕн ларăвне хутшăннă

 Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинче иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуçи Игорь Левитин йĕркелесе ертсе пынă консультаци комиссийĕн ларăвне хутшăннă.  Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен инвестици илĕртӳлĕхĕн шайне ӳстерме май паракан факторсем пирки сӳтсе явнă, хальхи пурнăçри регионсенчи промышленноç политикин çул-йĕрĕсене тишкернĕ.  Субъектсенче промышленноç аталантарăр тесе патшалăх сахал мар витĕм кӳрет.  Пур-пĕрех финанс, кадр, таварсене вырнаçтарасси хăш-пĕр йывăрлăхсене кăларса тăратаççĕ.  РФ Патшалăх канашĕнчи консультаци паракан комисси йывăрлăхсене сирсе яма пулăшакан план тăратнă, сĕнӳсем панă.  

Регионсенче промышленноç политикине тытса пырас ĕç 2014-2016-мĕш çулсенче пĕр шай тикĕс ĕçлеме пуçланă.  Унăн тĕп тĕллевĕ – кашни регионта инфратытăма аталантарасси, пурăнма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси. 2014-мĕш çулта промышленноç политикипе çыхăннă саккун йĕркине йышăннă.  Программăпа килĕшӳллĕн, транспорт, энергетика енĕпе çыхăннă проектсем малти рете тухасси те паллă.  РФ нумай регионĕсем хăйсен стратегиллĕ промышленноç аталанăвĕн çул-йĕрне те пăхса тухнă, саккунсен базине те çĕнетсе улăштарнă.  

Паянхи куна илес пулсан, РФ 85 субъектĕнчен 71-че ФРП килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнĕ.  2016-мĕш çул вĕçленнĕ тĕле çăмăллăх кредичĕсемпе тивĕçтермеллин йĕркине çĕнĕлĕхсем те кĕртсе хăварнă, предпринимательсене производствăсене модернизацилеме укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнă.  Чи ăнăçлă ĕçлекеннисем шутĕнче электротехника, машинăсем тăвасси, хими, пир-авăр индустри производствисем мала тухаççĕ.  

Çакăн йышши фондсене 2016 çулта РФ 16 субъектĕнче йышăннă. 

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 2017 çулта регионта промышленноçа тата инвестици ĕç-хĕлне аталантарассипе ĕçлекен фонд йĕркеленĕ. Вăл организаци паха пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме  укçа-тенкĕ  уйăрать. «Çакă çав тери пысăк утăм. Бизнеса малалла ăнтăлма меллĕ, çăмăллăх кредичĕ самай витĕм кӳрет производствăсене ура çине тăма», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

Кăçал кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа РФ промышленноç тата сут-илӳ Министрĕ Денис Мантуров килнĕ пулнă, ун чухне вăл региона промышленноç пайĕнчи инновациллĕ проектсене пурнăçа кĕртме финанс тĕлĕшĕнчен пысăк витĕм кӳрекен субъект тесе хакланă.  

«Регион фондне укçа-тенкĕ хывассипе Чăваш Ен чемпион пулса тăрать, кăтарту 1,5 млрд çитнĕ, Санкт-Петербург 1 млрд çеç уйăрнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республики малта пыракан субъект пулса тăчĕ.  Ытти регионсем  те халĕ çак шая çитессишĕн тăрăшаççĕ. Ăмăрту çивĕч пуласси куçкĕретех», - тенĕ Денис Мантуров.

Фоторепортаж



02 июня 2017
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter