Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Атăлăн çыран хĕрринчи объектсен строительство ĕçĕсемпе паллашнă, реконструкци йĕркине пăхса çаврăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Атăлăн çыран хĕрринчи объектсен строительство ĕçĕсемпе паллашнă, реконструкци йĕркине пăхса çаврăннă, хакланă.  Унпа пĕрле Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çӳренĕ, объектсенчи  çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Чăваш Республикин тĕп хулинче йышлăн халăх çӳрекен вырăнсенчен пĕри - Мускав районĕнчи Атăл çыранĕ хĕрринчи кану вырăнĕ шутланать.  Вăл вырăнти объектсене тĕпрен çĕнетсе улăштарма, реконструкци валли 226 млн тенкĕне яхăн тăкаклама палăртса хунă.     Чăваш Ене курма килекен хăнасем валли чаплă вырăн пуласси куçкĕретех.  Паян кунта халăх валли кафе те пур, ача-пăчана выляса савăнмалли лапамсем, шыв ĕçмелли пĕчĕк кăна фонтансем, волейбол вылямалли лаптăк, велосипедпа ярăнмалли ятарлă çул, тĕрлĕ турниксем вырнаçтарнă. Сусăр çынсене çӳреме тата канма ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, условисем çителĕклĕ.   Хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăннă. Тавраллах видеосăнавсем вырнаçтарнă.  Медицина, полици пункчĕсем пур.  Кирлĕ кирлĕ мар машинăсене çӳретме ирĕк çук, шлагбаум вырнаçтарнă.

Волейбол ушкăнĕн тренерĕ, «Хăвел пайăркисем» велотуризм клубăн членĕсем тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулăнче хăйсен ăсталăхне туптакан яш-кĕрĕмсем Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, регион ертӳлĕхне çакăн пек кану вырăнĕ хатĕрлесе пама витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ачасем условисемпе кăмăллă пулнине хĕпĕртесе пĕлтернĕ регион Ертӳçине.

Михаил Игнатьев хулара тавралăха тирпей-илем кӳртессипе комплекслă ĕçсем пулса пынине пĕлтернĕ пухăннă яш-кĕрĕме, спорта куллен çӳреме те условисем чаплă тесе каланă. «Сахал мар ĕçленĕ тата та çĕнетмеллисем пур-ха, тĕллевсем пысăк», - тенĕ вăл, халăха кăсăклантаракан ыйтусене кулленех çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă хула администрацийĕн пуçлăхне.

Фоторепортаж



20 июня 2017
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter