Шупашкарта "Сад" микрорайонта «Йăрă ача» ятлă 203-мĕш №-лĕ ача пахчи хута кайнă

 


Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта "Сад" микрорайонта  «Йăрă ача» ятлă 203-мĕш №-лĕ ача пахчи хута кайнă. Ăна торжествăлла майпа уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енри вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.  Паллă пулăма пухăннă шăпăрлансене, ашшĕ-амăшĕсене, мĕнпур пуçтарăннă çынсене пурне те ача пахчи уçăлнă ятпа республика Ертӳçи Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен аталантарса пыма тĕрлĕ условисем йĕркелесе парас ĕç çине  патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, тĕп приоритетсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă.  «Раççей Федерацийĕнче ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă патшалăх программи вĕçленнĕ пулин те, Чăваш Республикинче çак ĕçе малалла тăснă. Ачасем çураласлăхĕн кăтартăвĕ ӳссе пыни куçкĕретех.  Вĕсене çителĕклĕ условисем пулччĕр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе парăпăр.  Çитĕнекен ăру çирĕп аталанса вăй илни пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем пирĕн пуласлăх.  Кăçал Шупашкарта тăватă ача пахчи хута яма тĕллев лартнă, объектсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тӳр килĕç», - тенĕ вăл.

Ача сачĕн ертӳçи Вероника   Хаялутдинова республика ертӳлĕхне, хула хуçисене, строительство тытăмĕнче ĕçлекенсене çакăн пек хăтлă та чаплă, капмар объект çĕклесе лартма витĕм кӳнĕшĕн ырланă, Республика кунĕ умĕн калама çук пысăк парне вĕсемшĕн пулнине пĕлтернĕ.  Ача пахчинче вăй хуракансем малашне те тухăçлă ĕçлесе пыма шантарнă ертӳçĕсене.

  Микрорайонта пурăнакансен ячĕпе Анна Никитина пухăннă пуçлăхсене тав тунă, ача сачĕ чăн-чăн кермен пек пысăк тесе каланă.  Хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн хăнасем учрежденипе паллашнă.  Республика Пуçлăхĕ шăпăрлансемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  Ача садĕнче условисем лайăх пулнине курса ĕненнĕ пухăннă ертӳçĕсем.

Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче шкул çулне çитмен ачасене аталантарса пыма условисем кулленех пулса пыраççĕ.  Юлашки 5 çул хушшинче 22,2 пин çĕнĕ вырăн хатĕрленĕ ачасем валли садиксенче.  Регионта пур объектсенче те йĕрке тата тирпейлĕх хуçаланать. Виçĕ çултан иртнĕ ачасем пурте тенĕ пекех ача садне çӳрени те пысăк кăтарту, черетсем пачах та çук.  Республикăри районсенче вара шăпăрлансем икĕ çул тултарсанах ача сачĕсене çӳрени куçкĕретех, ашшĕ-амăшĕсем питĕ кăмăллă.

«Сад» микрорайонта ача сачĕн икĕ хутлă объектăн строительство ĕçне «СУОР» ТМЯО пурнăçланă.   Учрежденине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ туяннă, ăна валли 140 млн тăкакланă. Хальхи вăхăтра садик муниципалитетăн харпăр хăй пурлăхĕ шутланать.  Строительство компанийĕн генеральнăй директорне Владимир Ермолаева  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă.  Микрорайонта инфратытăма аталантарас ĕç çине пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн ырланă. 

Аса илтеретпĕр, «СУОР» строительство организацийĕ тепĕр проектпа ĕçлет, 1650 ача валли шкул хăпартассипе тимлет.

 Фоторепортаж



20 июня 2017
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter