«Пысăк шайра пурнăçланă ĕç, çитĕнӳсемпе палăрни çамрăк ăрăва тĕрĕс çул-йĕрсем тума пулăшса пыраççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев паян Чăваш патшалăх наградисене торжествăлла майпа чысланă май

«Пысăк шайра пурнăçланă ĕç, пысăк çитĕнӳсемпе палăрни çамрăк ăрăва тĕрĕс çул-йĕрсем тума пулăшса пыраççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев паян  Чăваш патшалăх наградисене торжествăлла майпа чысланă май. Паллă пулăм Чăваш Республикин Правительство Çуртĕнче çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, паянхи мероприятине пухăннă ентешсем - патшалăх наградисене тивĕçнисем, халăх умĕнче пысăк хисепе тивĕçнине палăртнă.  Хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа, таса чунпа пурнăçланине уйрăммăн палăртса хăварнă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсемпе танлаштарсан, нумай кăтартусемпе малти вырăнта тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ытти субъектсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать.   

"Кăçал Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе Раççейри 85 субъект хушшинче  Чăваш Республики хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă.  2015 çулта Чăваш Ен çак палăртнă рейтингра 9-мĕш вырăн йышăннă пулнă, 2016-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсем тăрăх регион 6-мĕш вырăна тухнă. Çаксем пĕтĕмпех  ĕçлĕ ушкăн системăллă ĕçленине çирĕплетсе параççĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Вăл рейтинг пĕтĕмлетĕвне бизнес-пĕрлешӳсенче ĕçлекенсем хак панине палăртнă.  Петербургра Пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикине малта пыракан регионсем шутĕнче тăнине каланă, бизнеса аталанса пыма условисем лайăх пулнине палăртса, субъект пуриншĕн те яланах уçăмлă ĕçленине каланă. Кун пирки те паян  вăл каланă сăмахсене тепĕр хут аса илсе хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Нацийĕн интеллектуаллă потенциалне аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Çамрăксене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăрататпăр. Пуçаруллă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳретпĕр», - тенĕ  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Вăтам професси пĕлĕвне аталантарассин ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики ытти субъектсем хушшинче малти вырăнта тăрать. Çамрăк профессионалсем» (Ворлдскиллс)  тĕнче чемпионатне хутшăнма эпир ятарлă ушкăн хатĕрлетпĕр.  Пирĕн студентсем Сочире иртнĕ пĕтĕм халăхсем хушшинчи чемпионатран призерсем пулса таврăнчĕç. Çакă та пысăк çитĕнӳ», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.   

"Чăваш Республики  сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ тухăçлă ĕçленипе çĕршывра ытти субъектсем хушшинче хисеплĕ пиллĕкĕмĕш вырăн йышăннă.    Çакна та палăртса хăвармалла, экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕç  кăтартăвĕпе те чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан  Раççейри пиллĕк субъект хушшинче тăрать. Çак пысăк кăтартусене палăрнинче – Чăваш Енре ĕçлекен кашни çыннăн тӳпи пысăк", - тесе ырланă Михаил Игнатьев. 

Пысăк тавракурăмлă профессионал, врач Вячеслав  Оленин Чăваш Енре пуçласа юлашки 10 çул хушшинче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пуçланă.   2012 çултан пуçласа Чăваш Республикинче Вячеслав Оленин витĕмĕпе пысăк технологиллĕ  çынсене операци тăваççĕ. Вăл вуншар çын пурнăçне çăлса хăварма пултарчĕ.  Шăпах та, çакă пурсăмăра та пурăнма хавхалантарать.

«Раççейĕн тата Чăваш Енĕн мăнаçлăхĕ –  республикăри электротехника кластерĕпе тимлекен предприятисем. Вĕсем тирпейлесе калăпласа кăларакан таварсем тĕнче шайĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. «ЭКРА»  наукăпа производство предприятийĕн ĕçченĕсем Андрей Щукин, Виктор Пименов чăн-чăн ăстаçăсем. «ВНИИР-Прогресс»  АУО ĕçлекен Виталий Кариков,  «ВНИИР-Промэлектро»  ТМЯО тăрăшакан Ольга Степанова та çав тери пысăк хисепре», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

«Çăмăлах мар лару-тăрура, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи пăтăрмахсем вăхăтĕнче Раççейĕн Аслă тĕп командующийĕ Владимир Путин çĕршывăн чиккисене  шанчăклăн сыхă тăратма, обществăлла политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă аталанса пытăр тесе çине тăрса тăрăшать, кирлĕ пек мерăсем йышăнать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Ертӳçи.  

«Эпир чăннипех те паянхи залра ларакансем хушшинче çĕршывăн çарпа промышленноç комплексĕнче ĕçлекен Василий Иванович Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕнче вăй хуракан ултă профессионал ларнишĕн мăнаçланатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Медаль ордена тивĕçнисем хушшинче:  Владимир КуприяновАлександр ЗюкинЛеонид Воробьев.  Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ машиностроителĕ ята Сергей ЗюкинаВячеслав КурбатоваМихаил Терентьева панă.  

Çамрăксене патриотла воспитани панăшăн, тĕрлĕ наци халăхĕсем хушшинчи килĕшĕве тытса пыма витĕм кӳнĕшĕн, çыхăнусене анлăлатма пулăшнăшăн  сусăрсемпе ĕçлекен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин  Чăваш Енри уйрăмĕн председательне Геннадий Матвеева, «Хыпар» хаçатăн редакторне Николай Коновалова, Чăваш Республикинчи тутарсен Наци культурин автономийĕн канаш членне, «Махалля»  вырăнти мусульмансен тĕнĕпе çыхăннă организацийĕн председательне Нурислам Минсадрова ырласа тав сăмахĕсем каланă.   Геннадий Матвеев Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсен организацине аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. «Паян пĕрремĕш степеньлĕ Медаль ордена тивĕçни – малашне тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарса тăрать», - тенĕ вăл. 

«Республика кунĕ умĕн – Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвĕ çав тери пысăк парне пулчĕ.  Завод кăçал ĕçлеме пуçланăранпа 18 çул çитрĕ. Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене Раççейре кăна мар, ют çĕршывсем те хапăл тусах кĕтеççĕ», - тенĕ спорт хатĕрĕсене калăплассипе ĕçлекен заводăн генеральнăй директорĕ Григорий Васильев.   

Çĕмĕрлери автомашина фургонĕсен Комбиначĕн директорсен канашĕн председателĕ Алий Чеченов  Чăваш Республики умĕнче хисепе тивĕçсе орден илнĕ.  Вăл та Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ырласа тав сăмахĕсем каланă. Мускаври «Корпорации «Проект-Техника»  генеральнăй директорĕ  Шавасп Калашян  Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн медаль ордена тивĕçнĕ.    «Пирĕн пĕтĕмпе пиллĕк предприяти шутланать, вĕсенчен виççĕшĕ Чăваш Республикинче вырнаçнă.  Регионта бизнеса аталантарма меллĕ, мĕнпур условисем çителĕклĕ», - тенĕ вăл.

Шупашкарта 44-мĕш №-лĕ лицейра ĕçлекен Оксана Яковлева хăйĕн сăмахĕнче ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята панăшăн хĕпĕртесе, республика ертӳлĕхне чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Вĕренӳ пайĕнче ĕçлеме условисем çав тери лайăх тесе çирĕплетсе хăварнă.   «Эпир хамăрăн шкулта вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе савăнатпăр, Раççей шайĕнче ирттернĕ тĕрлĕ ăмăртусенче  яланах вĕсем малти вырăнсене тухаççĕ.  Патшалăх условисем лайăх йĕркелесе пани те куçкĕретех», - тенĕ вăл.  Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ  Чăваш çамрăкĕсен театрĕн директорĕ Елена Николаева Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята илнĕ. Республикăра аякра вырнаçнă районсемпе хуласенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан клубсем, кинозалсем уçни культурăна упраса хăварма май панине, халăхăн ăс-тăнне пуянлатма витĕм кӳнине палăртнă.  Куншăн республика ертӳлĕхне тав тунă.

«Чăваш Республики сирĕнпе пуринпе те мăнаçланать. Сирĕн паха ĕç опычĕ – Тăван çĕршыва чăнласах та юратнине çирĕплетсе парать.  Тавах сире куншăн.  Эсир пуçаруллă пулнăшăн эпир савăнатпăр, пирĕн Раççей пуласлăхĕ вăйлă пултăр тесе тăрăшни куçкĕретех», - тенĕ паян чаплă пулăма пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

  Фоторепортаж



21 июня 2017
19:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter