Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕнче пулнă, вĕсен ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă

 


 Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти производство пĕрлешĕвĕнче пулнă, вĕсен ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. Регион Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пулнă.  

Михаил Игнатьев пиротехника производствинче комплекслă лабораторипе тата Хусанти наци тĕпчев университечĕн вырăнти база кафедрин ĕçĕсемпе паллашнă.  Кунта студентсене хатĕрлесе кăлараççĕ, производство пĕрлешĕвĕсенче ĕçлекен специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерме пулăшаççĕ, сахал мар практика занятийĕсене йĕркелеççĕ.  Тĕпчев ĕçĕсене, çĕнĕ таварсене тĕрĕслевсем витĕр кăларассипе тимлеççĕ.

Палăртса хăваратпăр, 2007 çултан пуçласа çуртри вĕренӳ блокне пăрахăçланă пулнă.   2014 çулта база çывăхĕнче комплекслă лаборатори йĕркелесе хута янă, 2015 çулта вара предприятийĕн директорсен канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Хусанти наци тĕпчев университечĕн база кафедрине предприятире хута янă.  Кăçалтан пуçласа лабораторисен производство пайне йĕркеленĕ.  

Çула май, Михаил Игнатьев предприятире фельдшер пунктне пăхса çаврăннă.

Хулари клиника центрĕн тĕп врачĕ Елена Майорова хăйĕн сăмахĕнче предприятире медицина тытăмĕ вăй илнине пĕлтернĕ. Енчен те тĕллев лартнисем пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен, заводра ĕçлекен çынсене вăхăтра тата кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме май панине асăннă вăл.  Организацире тăрăшакансене вăхăтра тĕрлĕ медицина тĕрĕслевĕсем витĕр кăларма меллĕ пуласса шанса каланă.  Палăртма кăмăллă, пуçласа вунă çул хушшинче заводăн хăйĕн шăлсем юсамалли кабинет пур.  Стоматологи пулăшăвĕпе кунта вăй хуракансем таçта тухса çӳремесĕрех, вырăнта медицина пулăшăвне илме пултараççĕ.  Пӳлĕмре хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа каласан, условисем çителĕклĕ.  Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Загребаева  хăйĕн сăмахĕнче шăлсен тĕрлĕ чирĕсене вăраха каяссинчен çак палăртнă стоматологи уйрăмĕ пулăшассине палăртнă. Апла пулсан, заводра ĕçлекенсен сывлăхне упрассишĕн медицина сахал мар витĕм кӳрет.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ производство ĕçĕпе кăсăкланнă.

Ĕçлĕ çулçӳрев  вĕçленес умĕн Михаил Игнатьев заводра тăрăшакансемпе тĕл пулнă, предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк тесе пĕлтернĕ.  «Заводра ĕçлекенсем ытларах çамрăксем. Ку вара чи пахи», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.  Сăмаха май, заводра вуншар çулсем ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ ветерансене тав тунă, çитĕнекен ăрăва чи лайăх кăтартусемпе палăрса ырă тĕслĕхсем парса хăварнине асăннă.  Предприятире ытларах граждансем валли пысăк технологиллĕ таварсем калăплама чĕнсе каланă, тухăçлăха ӳстерме хушнă. РФ Федераци Пухăвне çулсерен тухакан Çырура çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин оборона производствисене вăй илтермеллине палăртнă, 2030 çулсем тĕлне предприятисенче граждансем валли таварсем 50 процентран кая мар калăпланса тухмаллине каланă. Кун пирки Михаил Игнатьев çĕршыв Ертӳçи палăртнă тĕллевсене тепĕр хут аса илсе хăварнă.  

«Сирĕн паянхи куна илес пулсан, граждансем валли тирпейленекен таварсен калăпăшĕ 30 процента çитнĕ.  2025 çулсем тĕлне стратегиллĕ план та пăхса хăварнă. Халăхăн шалу укçин виçи республикăри вăтам кăтартуран сирĕн пысăк пулни куçкĕретех», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Тĕплĕ калаçăва пухăннисене вăл малашне те çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

В.И.Чапаев ячĕллĕ заводăн генеральнăй директорĕ Александр Лившиц Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пек пысăк тимлĕх завода уйăрнăшăн тав тунă. Ĕç ушкăнĕпе тĕл пулса калаçни те йывăрлăх кăларса тăратакан тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама май панине ырласа хăварнă.  Ертӳçĕ предприятийĕн тĕллевĕсем çинчен чарăнса тăнă, социаллă проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçленине пĕлтернĕ, производствăна модернизацилеме палăртнине те каланă.

«Социаллă политика çине сахал мар тимлĕх уйăратпăр. Ĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ кулленех кун йĕркинче. Ветерансен сывлăхне упрама, организацире ĕçлекенсен пĕлĕвне ӳстерсе пыма тăрăшатпăр. Производство пĕрлешĕвĕн ушкăнлă договорне Чăваш Енри чи лайăххи тесе палăртнă», -  пĕлтернĕ Александр Лившиц.  

Предприятире ĕçлекенсем регион Пуçлăхне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă. Халăх хулари тирпей-илем пирки калаçу хускатнă, социаллă инфратытăмпа çыхăннă ыйтусем тăратнă.  Михаил Игнатьев пур ыйтусене те тивĕçлĕ хуравсем панă.

 «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АО нумай профильлĕ предприяти шутланать.  Çар тата граждансем валли тĕрлĕ таварсем калăплассипе ĕçлет.  Паян предприятийĕн тытăмĕнче пысăк тăватă производство кĕрлет. Вĕсем пиротехника, резинатехника, механика тата пластмас таварсем тирпейлеççĕ.  

 Фоторепортаж



21 июня 2017
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter