Пуçарусене — малти вырăна

Çĕртме уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче X Шупашкар экономика форумĕ иртет.

Шупашкарти «Контур» суту-илÿ çуртĕнче иртнĕ çулсенчи пекех «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав йĕркелĕç. Ĕнерхи кун тĕлне 98 организаци-предприяти, çав шутра ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви те унта хутшăнма кăмăл тунă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 23-мĕшĕнче уçĕç.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви ертсе пынипе çав кунах «Регионсен наци технологи пуçарăвĕсене кун йĕркине кĕртсе анлă çул парасси /«Энерджинет» çул карттине палăртасси/» темăпа «çавра сĕтел» хушшине пуçтарăнса канашлĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем — республикăри ĕçлĕ çынсен пуçарăвĕсене тĕпе хурса бизнес проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, ку енĕпе ĕçлеме офис тăвасси, «Энерджинет» çул карттине республикăн энергетика кластерĕпе çыхăнтарасси, предпринимательлĕх юхăмне тата лайăхрах сарма тĕллевсем палăртасси.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
21 июня 2017
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter