Асăнупа хурлану кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнче ирттернĕ хурлану митингĕнче пулнă, Ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ умне чечексенчен ăсталанă кăшăла хунă

 


Çĕртме  уйăхĕн 22-мĕшĕ пире пурсăмăра та хуйхăна пусарса яракан паллă кун пулса тăчĕ. Асăнупа хурлану кунĕ çĕршыв историне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлчĕ.  Шăпах та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа паян 76 çул çитрĕ.  Вăл тĕнчере сахал мар çынăн пурнăçне вăхăтсăр татса сарăмсăр пирĕнтен уйăрса ячĕ.  Халăх асĕнче яланлăхах кĕрсе юлчĕç çак тумхахлă çулсем.

Асăнупа хурлану кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнче ирттернĕ хурлану митингĕнче пулнă, Ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ умне чĕрĕ чечексенчен ăсталанă кăшăл хунă.

Паллă пулăма çакăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин,  Чăваш Республикинчи  ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекенсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем,  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров, Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, Чăваш Енри Обществăлла палатăн членĕсем,  Обществăлла организацисенче тăрăшакансем, тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем, пĕр сăмахпа каласан хулари мĕнпур çынсем çак пулăма хутшăннă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинчен фронта 208 пин çын кайнă. Вĕсенчен кашни иккĕмĕш паттăрĕ тăш­мана хи­рĕç хастарлăн çапăçса Аслă Çӗнтерĕве çывхартма паха тӳ­пе хыв­нă.

Инкек кашни çемьене пырса тивнĕ.   Çынсем тăван кĕтесе таврăнайман, тăшмана парăнтарассишĕн вăрçă хирĕнче тăкăнса юлнă.

«Пирĕн çынлăх идеалĕ тавра пуçтарăнмалла, пĕр чăмăра пухăнма пĕлмелле. Тăван çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн юратмалла, хисеплемелле.  Пирĕнтен кашнин тăван халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕçлеме вĕренмелле.  Çитес ăру валли çитĕнӳсем парнелесе хăвармалла, аслă ăрури  çĕнтерӳçĕсен мухтавне яланах ăша хывса пурăнмалла, вĕсен умĕнче тивĕçлĕ пулма тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 Фоторепортаж



22 июня 2017
12:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter