Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕпе Сергей Зайцевпа тата Чăваш Республикин тин çеç суйланнă Прокурорĕпе Василий Пословскипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕпе Сергей Зайцевпа тата Чăваш Республикин тин çеç суйланнă Прокурорĕпе Василий Пословскипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Республикин ҫӗнӗ Прокурорне ҫирӗплетнӗ. Владимир Владимирович хушӑва çĕртме уйăхĕн 17-мӗшӗнче алă пуснă.

Василий Пословскийĕн кандидатурине Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕ Юрий Чайка тăратнă.  Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе пăхса тухма сĕннĕ.  Ертӳçĕсем йышăнăва ырланă.

Василий Пословский  Прокуратура тытăмĕнче сахал мар ĕçленĕ.  Сергей Зайцев çĕнĕ ертӳçĕн тавракурăмлăхĕ пысăк пулнине, ăста профессионал тесе хакланă.  Тĕлпулăва пухăннисем ĕçлĕ калаçу самантĕнче кулленех йĕрке пăсасран асăрханса ытларах халăх хушшинче профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре çамрăксене аталанса пыма условисем çителĕклĕ пулнине асăннă. Спорта çӳреме те вĕренӳре ăс пухма та питĕ меллĕ тенĕ.  Çитĕнекен ăру çемье ăнлавăн пуянлăхне ăша хывса пурăннине палăртнă.

 РФ Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев регион Ертӳçин позицине ырланă, унпа килĕшнĕ.  Республикăри обществăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх аталанса пырасси халăх йăли-йĕркипе культурине упраса тытса пынинчен те сахал мар килнине палăртнă вăл.  Çĕршыври ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен хăйне евĕр ырă тĕслĕхсемпе палăрса тăнине асăннă Сергей Зайцев. Ялсем çирĕп аталанни куçкĕретех, хулари пурнăçран ялти пурнăç нимĕнпе те улшăнса тăманнине, условисем пĕр тан тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев Василий Пословскине çĕнĕ должноçра малашне те тухăçлă ĕçлесе пыма суннă. «Раççей Президенчĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсем пĕтĕмпех туллин пурнăçланса пыраççĕ.  Патшалăх интересĕсене хӳтĕлесси, Экологи çулталăкĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем кирлĕ пек шайра.  Халăх çаксене пĕтĕмпех лайăх туять», - тенĕ республика Ертӳçи.

Палăртса хăваратпăр, Василий Пословский прокуратура органĕсенче 1984 çултанпа ĕçлет. Адыгей Республикинче сахал мар вăй хунă, Прокурор пулса ĕçленĕ.   Вăл Раççей Федерацийĕн Прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ.

 Фоторепортаж

 



22 июня 2017
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter