Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Волков вулавĕсем» тĕрлĕ халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕн ĕçне хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Волков вулавĕсем» тĕрлĕ халăхсем хушшинчи  наукăпа практика конференцийĕн ĕçне хутшăннă.  Мероприятине Г.Н.Волков РАО академик çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.  Конференци К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ.

Çак кун асăннă пулăма влаç органĕсенче тăрăшакансем, ăсчахсем, педагогика ĕçченĕсем, Чăваш Республикинчи обществăлла организацисен пайташĕсем, Марий Эл, Тутарстан, Калмыки, Алтай, Пушкăртстан, Хакас, Сахалин (Якути), Чечен Республикнчен хăнасем килсе çитнĕ, ют çĕршывсенчен те сахал мар ятарлă представительсем пулнă. Вĕсем: Казахстанран, Туркменистанран, Молдовăран, Беларуçрен, Узбекистанран, Китайран.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕнчери тарăн глобализаци тапхăрĕнче наци культурипе йăли-йĕркине упраса хăварасси çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Наци культурин пуян туприне упрама пĕлмелле.  Халăхăн  йăли-йĕркине ăша хывмалла, вĕренӳре усă курмалла, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани памалла», - тесе чĕнсе каланă регион Пуçлăхĕ.

Ĕлĕкхи йăла-йĕрке паянхи пурнăç таппипе тӳр килсе пырать, Чăваш Ен культури килĕшӳллĕн аталанать,  128 тĕрлĕ халăх регионта пĕр-пĕринпе туслăн, алла-аллăн тытăнса килĕшсе ĕçлесе пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ республика Ертӳçи. «Пурнăç хаклăхне, авалхи халăхсен  пысăк тавракурăмлă ăс-тăнне упраса хăварма май килни - çав тери паха», - тенĕ вăл.   

Чăваш Республикинче тарăн пĕлӳ илме условисем лайăх пулнине асăннă регион Пуçлăхĕ.  

«Пирĕн тĕллев ачасене пĕлӳпе тивĕçтересси кăна мар, вĕсене пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшасси те. Ачасене ĕçлеме вĕрентмелле, чăн-чăн патриотсем пулччĕр тесе тăрăшмалла.   Çĕршыв пуласлăхĕшĕн пурсăмăр та яваплă пулнине вĕсен питĕ лайăх ăнланмалла», - çапларах каланă  республика Ертӳçи.

Раççей вăйĕ – эпир  тĕрлĕ халăх çыннисем пĕрле пĕр чăмăра пухăнса ĕçлеме пĕлнинче тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  «Мирлĕ пурнăçа нимĕнле тĕн, чĕлхе те чăрмав кӳмелле мар. Эпир республикăна аталантарма тĕрĕс çул-йĕр суйласа илтĕмĕр. Пирĕн граждансем ыранхи куна ĕненеççĕ, ачасен пуласлăхĕ пирки те шанаççĕ», - тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ.

Геннадий Волковăн пултарулăхри ĕçне пысăка хурса хакланă республика Ертӳçи.  «Вăл çав тери ăста та пысăк тавракурăмлă çын пулнă.  Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнă. Вĕренӳ пайĕнче пысăк тӳпе хывнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Геннадий Волков академик, профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине палăртса  Этнопедагогика çулталăкĕ тесе палăртни те, культурăн йăли-йĕркине упрама витĕм кӳрет.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорăн тивĕçĕсене пурнăçлакан, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, педагогика наукин докторĕ Владимир Иванов профессор çакăн йышши мероприяти çитĕнекен ăрăва воспитани панă чухне сиксе тухакан тĕрлĕ ыйтусен хуравĕсене тупма май панине пĕлтернĕ.  

Геннадий Волков этнопедагогика наукине пуçарса яраканĕ пулнине асăннă Владимир Иванов. «Унăн ĕçĕсене 32 наци халăх ачисем малалла тăсса пыраççĕ», - тенĕ вăл.

Этнопедагогикăна пуçарса яракан ачасене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси çемьерен нумай килнине палăртнă ăсчах.  Çитĕнекен ачасен ашшĕ-амăшне, тăван халăха, чĕлхене хисеплемелле. Мăн асаттесемпе асаннесен пилне ăша хывса пурăнмалла.  Геннадий Волковăн Мускавра университетра ĕçлекен тăван хĕрĕ Тамара Богданова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче педагогсене хатĕрлес ĕçре, хăйĕн ашшĕ ăс панă вĕрентекенсем пысăк тӳпе хывнине палăртнă. Вăл Михаил Игнатьева, конференци ĕçне йĕркелекенсене ырласа хăварнă. 

Хисепе тивĕçнисене мероприятинче наградăсемпе чысланă. Çак кун Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă.  Китай Халăх Республикинчен килнĕ делегаципе тата ытти хăнасемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. 

«Волков вулавĕсем»  мероприяти Чăваш Енре виçĕ кун хушши пулать. Тĕрлĕ халăхсен педагогика культурипе çыхăннă темăсемпе çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçусем,  мастер-классем, ларусем ирттерме палăртса хунă.

 Фоторепортаж



22 июня 2017
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter