Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Обществăлла палатăн членĕпе, «Профстажировки» Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн проект йĕркелӳçипе, промышленноç аталанăвне мониторинг тăвакан центрăн директорĕпе Илья Семинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Обществăлла палатăн членĕпе, «Профстажировки» Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн проект йĕркелӳçипе, промышленноç аталанăвне мониторинг тăвакан центрăн директорĕпе Илья Семинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хутшăннă.

Илья Семин калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсене Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Профстажировки» студенчĕсемпе промышленноç компанийĕсем валли хатĕрленĕ проект ĕçĕпе паллаштарнă.  Вăл палăртнă тăрăх, çак ĕç регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса шанса каланă. Кадрсем хатĕрлеме, специалистсене ĕçе вырнаçтарма та меллĕ тесе палăртнă. 

Проекта хутшăнас текенсен профстажировки.рф сайтне заявлени тăратмаллине пĕлтернĕ. Унта промышленноç предприятийĕсем валли кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене пĕтĕмпех вырнаçтарнине асăннă. Пĕрремĕш уйăх пуçламăшĕнче проекта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ 250 компани пулнине асăннă. Студентсем те сахал мар - 1500 çын тесе каланă.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  çак пуçаруллă ĕçне ырланă. Сăмаха май, Чăваш Ен Правительстви тĕрлĕ обществăлла организацисемпе яланах тачă çыхăнса ĕçленине асăннă. 

Регион Пуçлăхĕ çамрăксене аталанма, хăйсен ĕçĕсене пурнăçа кĕртсе пыма условисем кирлĕ таран хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ. Квалификациллĕ кадрсем, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесси çине те тимлĕх уйăрнине палăртнă. Регионта ресурс центрĕсем вăй илеççĕ, предприятисенче вĕренӳ базисем йĕркеленеççĕ. Пĕр сăмахпа палăртсан сахал мар ĕç пурнăçланă республикăра Чăваш Ен Правительстви. Шкулсенче инженер классĕсем йĕркеленеççĕ, техника енĕпе тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ,  ачасем валли «Кванториум» технопарк хута кайнă.

Илья Семин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин паха ĕç опычĕ чăнласах та Раççей Федерацийĕнчи ытти субъектсемшĕн кирлĕ пулассине шанса каланă.  Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительстви пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăнусем тытма яланах хатĕр пулнине палăртнă, пуриншĕн те регион уçă пулнине асăннă.

Фоторепортаж



23 июня 2017
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter