Шупашкарта «Контур» суту-илӳ комплексĕнче «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» РФ субъекчĕсем хушшинчи XXIV-мĕш курав уçăлнă

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Контур» суту-илӳ комплексĕнче «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» РФ субъекчĕсем хушшинчи XXIV-мĕш курав уçăлнă.  


 

Мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсем хушшинче ĕçлĕ çыхăнусене сармалли пирки лартнă тĕллев çинчен тепĕр хут асăнса хăварнă.  Социаллă сферăра, экономикăра кулленех пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, паха опытсене тĕпе хурса пымаллине чĕнсе каланă.  «Çак асăннă курав ĕçлĕ çыхăнусене сарма пулăшать. Пĕр-пĕринпе  курса калаçма та меллĕ.  Çĕнĕ производствăсем уçасси пирки калаçса килĕшме пулать тата ытти те.   Пире республикăпа ыттисене паллаштарма та меллĕ.  РФ субъекчĕсенчен килнĕ хăнасене регионăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартма паха», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

«Юлашки çулсенче тĕнче шайĕнчи рынока Чăваш Республики курăмлăнах хутшăнма пултарчĕ.  Активлă ĕçлени куçкĕретех. Питĕ кăмăллă Японирен, Китайран, Европа çĕршывĕсенчен килнĕ хăнасене курма.  Вĕсем пире шанаççĕ, вĕсемпе ĕçлеме те яланах хавас», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Çак курав туянакансемпе те тĕл пулса калаçма, тĕрлĕ ĕçлĕ çулсем уçса пыма пулăшнине асăннă регион Ертӳçи. Влаç органĕсенче тăрăшакансемпе, бизнес-пĕрлешӳсенче вăй хуракансемпе те курнăçма меллĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çакăн йышши мероприятисене пула, ĕç климатне тата та ӳстерме пулать. Республика Пуçлăхĕ кăçал Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнине асăннă. Республика команди тухăçлă ĕçленине кура, çитĕнӳ пулнине палăртнă вăл.  Влаç тата бизнес пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçлени те куçкĕретех.  Виçĕ çул хушшинче Чăваш Ен малти вырăнсенче яланах пулнă.  Маларахри çулсенче 9-мĕш, кайран 6-мĕш вырăнта, кăçал вара 2-мĕш хисеплĕ вырăна тивĕçнĕ.  «Çак кăтарту пире тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Бизнес аталантăр тесе условисем йĕркелеме хистет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев çĕршывра чи ăнăçлă çĕнĕлле ĕçлесе пыракан вунă регион шутĕнче Чăваш Республики пулнине палăртнă.  Пысăк влаçра ĕçлекен ертӳçĕсем сахал мар пирĕн Чăваш Республики çинчен ырăпа аса илнине пĕлтернĕ.   

Мероприятийĕн торжествăлла пайне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин,  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, «Чулочно-трикотажная фабрика» ТМЯО генеральнăй директорĕ Владимр Ермолаев хутшăннă.  

Кăçал курава Чăваш Енрен 140 организаци хутшăнма кăмăл тунă. Раççейри 7 субъектран хăнасем куравсем хатĕрленĕ.

Михаил Игнатьев тĕрлĕ курава пăхса çаврăннă, ĕçсене пысăка хурса хакланă. «Предприятисемпе организацисене хăйсен таварĕсемпе паллаштарма питĕ лайăх.  Çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пама пулать.  Ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме те меллĕ.  Республика кунне Раççейри сахал мар регионсенчен хăнасем килсе çитĕç.  Шăпах та, вĕсем те таварсене курса хаклама пултараççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Кăçал курав валли тĕрлĕ лапамсем йĕркеленĕ. Урамра та сахал мар вырăн хатĕрленĕ, суту-илӳ центрĕсем пур, Чăваш Енри муниципалитетсем хăйсем пирки куравсем хатĕрлесе тăратнă.

Çак кунсенче культура программине те плана кĕртнĕ.  Ташă, юрă ăстисем хăйсен пултарулăхĕсемпе савăнтарĕç.  Чи кăсăклисенчен пĕри - паян «Атăлçи миссĕ» конкурс финалĕ пулать. Юлашкинчен вара Раççей эстрада çăлтăрĕ Лолита Милявская хăйĕн юррисене парнелĕ.

 Фоторепортаж



23 июня 2017
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter