Михаил Игнатьев «Раççей регионĕсем - ӳсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕсем» Шупашкарта иртекен экономика форумĕн ĕçне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей регионĕсем - ӳсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕсем» Шупашкарта иртекен экономика форумĕн ĕçне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.  Паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртет.

Шупашкарта пулакан экономика форумĕ хăйĕн ĕçне Федераци, регионсен ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене, халăхсем хушшинчи чи паллă финанс тытăмĕнче ĕçлекенсене, инвестици хывассипе тăрăшакансене, бизнес-пĕрлешӳсене, Раççейри тата ют çĕршывсенчи общество ĕç-хĕлĕнче вăй хуракансене пĕр чăмăра пухрĕ.  

Форума ертсе пыраканĕ ВГТРК «Вести» телеканалăн экономика пайĕпе ĕçлекен тĕп редакторăн çумĕ Александр Кареевский.

 Мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, тухăçлă ĕçлеме чĕнсе хăварнă, хăнасене Чăваш Республикине килме кăмăл тунăшăн тав тунă.    Чи малтанах Михаил Игнатьев вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнчи экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки каласа хăварнă.  Нумаях пулмасть, Петербургра пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕп тĕллевсем çинчен те чарăнса тăнă, уйрăм саманчĕсем пирки  каласа кăтартнă. «Тухса тăракан çĕнĕ йывăрлăхсем, чăрмавсем предпринимательсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме хистеççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕрсем кулленех шырамалла. Инвестици хывасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Экономикăна, социаллă сферăна тата та ытларах вăй илтерессишĕн пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Кирек епле йывăрлăха та тӳссе, Чăваш Ен экономики малаллах талпăнать. Çĕнĕрен тухса тăракан йывăр условисене парăнтарса, çитĕнӳсем патнелле ăнтăлать. Раççейре пирĕн региона шанчăклă партнер пек, темĕнле йывăр ыйтусене те татса пама пултарнине пĕлсе тăраççĕ. Чăваш Республикинче калăпланса тухакан таварсене РФ субъекчĕсенче хапăл тусах йышăнаççĕ, ют çĕршывсенче вĕсем анлăн сарăлнă. Суту-илӳ енĕпе пирĕн республика тĕнчери 92 çĕршывпа тачă çыхăнса ĕçлет. 2016 çулта Чăваш Республикин тулашри суту-илӳ калăпăшĕ 2015 çулхипе танлаштарсан чылай ӳснĕ, кăтарту 3,6 процент пысăкрах. «Тĕрлĕ санкцисем пире сахал мар йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç пулин те, бизнесменсем парăнмаççĕ, хăйсен ĕçĕсенче çитĕнӳсем туса  тĕнче шайĕнче пысăк кăтартусемпе халăха хавхалантараççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – ытларах та ытларах инвестици явăçтарасси, ĕç климатне лайăхлатасси, региона çĕнĕлле вăй илтерме пулăшасси.

2017 çулта та республика инновацилле аталанса пырассипе Раççейри чи ăнăçлă вунă субъект хушшинче тăрать. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен чакман, лайăхланнă тесен те йăнăш мар. 

Республика виççĕмĕш çул ĕнтĕ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе малтисен ретĕнче, кăçал вара хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта.

Бизнес-пĕрлешӳсенче тăрăшакансене, «Опора России», «Деловая Россия», Суту-илӳпе промышленноç палатин    ĕçченĕсене Чăваш Республикин Правительствин ĕçне çакăн пек пысăк хак панăшăн   тав тунă Михаил Игнатьев. Предпринимательсем Чăваш Енре бизнеса аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине çирĕплетсе каланă.

«Нумай çулсем хушши инвестици хывнине республика ырлать. Шăпах та, ун пек чухне халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ.  Тĕнче шайĕнче рынока та тухма меллĕ», - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев регионта электротехника кластерĕ çирĕп аталаннине палăртнă, вĕсем çĕршывра 45 процента яхăн йышăннине асăннă. «Эпир яланах пĕр-пĕринпе уçăмлăн калаçма хатĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Республикăра сервис центрĕсем анлă сарăлнă, вĕсем: ВТБ24 тата Газпромбанкра.  Пĕтĕмпе çынсем валли 2 пин ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Центрсем хута янă банксен ертӳçисем регионта инфратытăм вăйлă аталаннине çирĕплетсе калаççĕ.

Агропромышленноç комплексĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пынине кура, ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ 9 процент чухлĕ хăпарнă.

«Ял хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсем пĕтĕмпех экологи енчен таса. Çĕршыв валли эпир «Органика» брендлă таварсем тирпейлесе кăларма яланах хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Çынна инвестици хывас ыйту та кун йĕркинчех.  Çамрăксене аталанса пыма условисем çителĕклĕ.

«Демографи лару-тăрăвĕ çулсерен ырă енне улшăнса пырать. Нумай çулсем хушши пурăнакансем сахал мар. Йышлă ачаллă çемьесем савăнтараççĕ.  Çаксем шăпах та регионта пурнăç условийĕсем лайăх пулнине çирĕплетсе параççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«Пурне те паян форумра ăнăçлă ĕçлеме, пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашма сĕнетĕп. Шанатăп, çĕнĕ юлташсем тупассине,  тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатассине те ĕненетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Макроэкономика процессне палăртакан тата анализ ĕçĕсемпе ĕçлекен коммерциллĕ мар партнерăн ертӳçи Дмитрий Белоусов хăйĕн сăмахĕнче Раççейĕн аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Экономикăн пысăк пуласлăхĕ çинчен те чарăнса тăнă. Сăмаха май,  Чăваш Республикинче çынна инвестици хывнине пысăка хурса хакланă. «Регионта кадр ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Ку вара чи кирли, питĕ паха», - тенĕ вăл. 

Промышленноç аталаннине мониторинг туса тăракан центр директорĕ, РФ Обществăлла палатăн членĕ,  регионсен Наци рейтингĕн Экспертсен канашĕн пайташĕ Илья Семин çапларах каланă: «Паянхи пурнăç таппинчи промышленноç пайĕшĕн кадр ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăна тухса тăчĕ», - тенĕ.  РФ регионĕсен Наци рейтингĕ пирки те сăмах хускатнă.  Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе çак рейтингра хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта тăнине асăнса хăварнă. «Чăваш Ен аслă лигăра тăрать.  Çĕршыв шайĕнче тĕлĕнмелле пысăк кăтартупа палăрчĕ.  Çак ӳсĕме тытса тăма çăмăлах пулмĕ, анчах та пурин те яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме тивет.  Малашне те республикăна ăнăçусем тума сунатăп», - тенĕ вăл.

«ОПОРА РОССИИ» вак тата вăтам предпринимательсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн вице-президенчĕ Виктор Степанов Чăваш Енĕн инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки каланă май, çапла палăртнă: «Республикăра вăйлă ăста ертӳлĕх, команда тĕлĕнмелле лайăх ĕçлет. Шăпах та вĕсене пула, Чăваш Ен малти вырăна тухрĕ», - тенĕ.   

Раççей Федерацийĕн Суту-илӳпе промышленноç палатин вице-президенчĕ Дмитрий Курочкин регионăн инвестици явăçтармалли схема çав тери ăнăçлă йĕркеленнине палăртнă.

«Юлашки çулсенче регион çав тери анлă çул-йĕр витĕр тухрĕ. Пысăк çитĕнӳсемпе палăрчĕ», - тенĕ Дмитрий Курочкин, промышленноç, агропром аталанăвĕнче, экспорт йĕркелессинче Чăваш Республикин Правительствин витĕмлĕхĕ пысăк тесе хакланă.

RAEX «Эксперт РА» Рейтинг агенствин генеральнăй директорĕ Дмитрий Гришанков Чăваш Республикин кредит тӳлессин шанăçĕ çав тери хăватлă пулнине  ruA шайĕнче тесе хакланă. Кунсăр пуçне халăхсем хушшинчи Rating-AgenturExpertRAGmbHAssigned (Франкфурт-на-Майне)  Европа агенствин шкалипе танлаштара  Чăваш Ене ВВ кредит рейтингне тивĕçтернĕ.  Паян Михаил Игнатьева кредитлă рейтинга пани çинчен çирĕплетекен официаллă свидетельство парса чысланă.   

Çакăн пек хисепшĕн Михаил Игнатьев тав тунă.  Чăваш Республики хăйне обществăлла финанспа тухăçлă ĕçлеме пĕлнине çирĕплетсе пачĕ.  Регионта финанс енĕпе ĕçсем пĕтĕмпех уçăмлă тенĕ вăл.

Атăлçи федераци округĕнчи «Сименс» ТМЯО пуçлăхĕ Шамиль Файзрахманов хăйĕн сăмахĕнче цифрăллă производство пирки каласа кăтартнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче «Сименс» компани 2016-мĕш çулта «ВНИИР» АУО  пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ.

Еврази Банк аталанăвĕн тĕп экономисчĕ Ярослав Лисоволик  çапла палăртнă: «Чăваш Республикинче инвестици явăçтарассипе курăмлă ĕçлеççĕ, сахал мар çитĕнӳсем тунă», - тенĕ.  

«Раççей Перекет банкĕ» ПАО  аслă директорĕ, тĕп аналитикĕ Михаил Матовников  хăйĕн докладĕнче экспорт ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, аталантарасси çинчен каласа кăтартнă. «Делойт и Туш СНГ»  АХО Япони ушкăнĕсемпе ĕçлекен группа ертӳçи Такахаси Ватару  Раççейе инвестици хывмалли пирки каланă. Японипе Раççей хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатмалли çинчен чарăнса тăнă. 

Setareh Sanat Partazan Investment Group  компанийĕн экономикăна аталантарассипе ĕçлекен ертӳçĕ  АлиРеза Ширмохамади Фард  Иранра Шупашкар пек илтĕнекен ятсем пуррине пĕлтернĕ.  Тачă çыхăнса ĕçлесси пирки те асăнса хăварнă.

«Деловая Россия»  вице-президенчĕ Татьяна Минеева бизнеса витĕм кӳмелли çинчен ытларах каласа кăтартнă. Чăваш Республикипе килĕшӳ хутне те алă пусса çирĕплетнĕ.  

Аса илтеретпĕр,  Чăваш Енре промышленноçа тата инвестици пайне пулăшу кӳрес тесе 2017 çулта ятарлă фонд йĕркеленĕ.  РФ промышленноç Министрĕ Денис Мантуров ку енĕпе республикăна ытти субъектсемпе  танлаштарсан чемпион тесе каланă. Фонд инженери тата транспорт инфратытăмĕн объекчĕсене пулăшма тĕллев лартнă.  Паян форума пухăннисем тĕрлĕ куравсен ĕçĕсемпе паллашнă.

 Фоторепортаж



23 июня 2017
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter