Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче Пĕтĕм регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртет

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче Пĕтĕм регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртет.

Мероприятине пухăннисене чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Чăваш Республикин тĕп хулине çак мероприятине кăçалхипе тăххăрмĕш хут Раççейри мĕнпур регионсенчен тата ют çĕршывсенчен ăста профессионалсем пуçтарăнаççĕ. Врачсем травматологи, ортопеди тата эндопротезировани енĕпе  актуаллă ыйтусене тишкереççĕ.

Конференци ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, Германирен, Швейцарирен, Австрирен, Ирландирен, Грузирен тата Раççейри 20 хуларан пысăк специалистсем пуçтарăннă.

Михаил Игнатьев тĕрлĕ регионсем хушшинче паха ĕç опычĕсене анлăлатса пымаллине, вĕсене тĕпе хумаллине палăртнă, ĕçлĕ çыхăнусем яланах актуаллă тенĕ.  «Медицина аталанать, çулсерен вăй илсе çирĕпленсе пырать.  Чăваш Енре пурăнакансем медицина пулăшăвĕсене пысăка хурса хаклаççĕ.  Эпир медицина аталантăр тесе миллиардшар тенкĕ тăкаклатпăр.  Ытларах халăх сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе тăрăшатпăр.  Спорт витĕмлĕхĕ те пысăккă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче пурăнакансенчен 40 проценчĕ кулленех спортпа туслă», - тесе пĕлтернĕ регион Пуçлăхĕ.   Халăха пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйту Чăваш Ен Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăчĕ.  2013 çултан пуçласа регионта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 125 ФАП хута янă. Енчен те 2006-мĕш çулта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе 1000 çын кăна усă курнă пулсан, халĕ 7 хут нумайрах. 2017 çул тĕлне çулталăкри  кăтарту çичĕ пине  çитнĕ.   Пысăк операцисене 80 процент ытла Чăваш Енре тăваççĕ.  Регионти халăх ытти субъектсене сипленме çӳременни куçкĕретех.  Республикăра нумай çулсем хушши пурăнакансен йышĕ ӳссе пынине те асăннă Михаил Игнатьев. Йышлă ачаллă çемьесен шучĕ 38 процент хăпарнă.  Кашни пиллĕкмĕш ача йышлă çемьере ӳсет.

Раççейри регионсенчен килнĕ представительсем травматологи, ортопеди тата эндопротезировани пайĕсенчи  пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене Шупашкарта йĕркелеме май килнине палăртса хăварнă.

Конференци ĕçĕнче тĕнчипе паллă экспертсем: Рашид Тихилов Р.Р. Вреден ячĕллĕ травматологи тата  ортопеди Раççей НИИ директорĕ, профессор, медицина наукин докторĕ, (Санкт-Петербургран),  Йорг Леффлер Санкт-Марен Клиникин ортопеди тата спорт травматологийĕн уйрăмĕн ертӳçи (Германирен), Гэвин Макхью спорт хирурги Клиникин хирург-ортопед (Ирландирен) хăйсен паха ĕç опычĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.    

Мероприятине пухăннисем тĕрлĕ медицина хатĕрĕсенчен хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса çаврăннă, хакласа тухнă.  

 Палăртса хăваратпăр, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне 2009-мĕш çулта «Сывлăх» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă.

8 çул хушшинче пурĕ 45,7 пин çынна сипленĕ. Раççейри 76 регионтан халăх кулленех килсе тăнă.  Çак асăннă центр Раççейри чи ăнăçлă ĕçлекен виçĕ сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн шутĕнче тăрать.

 Кашни кун вăтамран 35 операци тăваççĕ центрта.



23 июня 2017
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter