Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТехноНИКОЛЬ Корпораци Президенчĕпе Сергей Колесниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТехноНИКОЛЬ Корпораци Президенчĕпе Сергей Колесниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем ĕçлĕ çыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă, вĕренӳ, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Колесникова «ТехноНИКОЛЬ: Строительная Академия» вĕренӳ центрне хута янăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Вĕренӳ центрĕ ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă, çамрăксен тавракурăмлăхне аталантарса пыма çав тери меллĕ тесе палăртнă.   Техникумра пĕлӳ илнĕ ăста специалистсем ĕç рынокĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Вĕсем пысăк технологиллĕ производствăсенче курăмлăн ĕçлесе паха ĕç опычĕсемпе палăрнине каланă.

Сергей Колесников Михаил Игнатьева Республика кунне халалласа ирттернĕ мероприятине килме йыхравланăшăн тав тунă, малашне те регионпа тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ.   

Фоторепортаж 



24 июня 2017
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter