Пăрачкав районĕнче Куславкка салинче çĕнĕ ФАП хута кайнă

 


Республика кунĕнче  Пăрачкав районĕнче мероприятисен тĕп уявĕсем иртеççĕ.  Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Куславкка салинче çĕнĕ ФАП хута кайнă, ăна торжествăлла майпа уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  

Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Пăрачкав район пуçлăхĕ Леонид Васильев, Пăрачкав район администрацийĕн ертӳçи Евгений Лебедев тата та нумай официаллă хăнасем пуçтарăннă. 

Республика кунĕпе Пăрачкав районĕнче пурăнакансене тата унти хăнасене саламланă май, Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппинче халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç регионта кулленех пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртнă.  Сăмаха май, 2015 çулта Чăваш Енре ФАП тăвассипе йышăннă программа туллин пурнăçа кĕнине асăннă. Пур-пĕрех регионта çак ĕçе малалла тăснине, 2018 çул тĕлне тата та çĕнĕ 50 ФАП лартма тĕллев лартнине каланă.

«Чăваш Ен Правительстви мĕнпур социаллă ыйтусене туллин тивĕçтерет.  Патшалăх программисем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатса пыраççĕ», - тенĕ вăл.

Пăрачкав районĕнчи  Куславкка салинчи çĕнĕ ФАПа çывăхри виçĕ ялтан çӳрĕç, пурĕ унта 455  çын пурăнать, вĕсенчен 19 ача шутланать.  Çакă паянхи объект республикăри 127-мĕшĕ шутланать.

ФАП ертӳçи аслă категориллĕ врач Маргарита Петрова. Районти больницăран çак учреждени 12 çухрăмран аякра вырнаçнă.   Ялти халăх Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республика Правительствине  çакăн пек капмар пысăк çурт лартса пама витĕм кӳнишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Республика кунĕнче çав тери пысăк парне пулнине хĕпĕртесе пĕлтернĕ вырăнти халăх. «Пирĕн малашне пахалăхлă медицина пулăшăвĕсем илме май пур. Эпир куншăн савăнатпăр», - тенĕ ял çыннисем.

ФАП ертӳçи Маргарита Петрова хăйĕн сăмахĕнче çынсене вăхăтра кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме шантарнă, пыракансене пурне  те кăмăлпах сиплессине каланă.

Хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн, хăнасем сиплев учрежденийĕнчи пӳлĕмсемпе паллашнă, медицина хатĕрĕсене курса хакланă.

Палăртса хăвармалла, ФАП паянхи пурнăç таппипе тӳр килет, условисем пĕтĕмпех пур, медицина хатĕрĕсем çителĕклĕ.   

Фоторепортаж



24 июня 2017
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter