Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Енре пурăнакансене Республика кунĕ ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич саламланă

 Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Енре пурăнакансене Республика кунĕ ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич саламланă. «Çак уяв тĕрлĕ ăрури халăха, политика партийĕсене тата ытти сферăри çынсене Раççей Федерацийĕн Атăлçи тăрăхĕнчи чи хитре те илемлĕ регионта пĕр чăмăра пухать. Эсир, чăнласах та пуян йăла-йĕркесемпе, пысăк çитĕнӳсемпе мăнаçланма пултаратăр.  Çитес ăру сире пархатарлă та пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн тав тутăр тесе чылай тăрăшатăр.  Регион илемленсе вăй илтĕр тесе килĕшсе ĕçлетĕр. Чăваш Енре пурăнакансене çирĕп  сывлăх сунатăп. Палăртса хунă тĕллевсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пыччĕр.  Çĕнĕ ӳсĕмсем тума сунатăп!», - тенĕ хăйĕн салам йĕркисенче.  

Çакăн пекех республика Пуçлăхĕ патне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, регионсен ертӳçисем, влаç органĕсенче ĕçлекенсем,  Чăваш Енри предприятисемпе организацисенчен чылай саламсем килсе пыраççĕ.



24 июня 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter