Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна тĕне кĕнĕ çынна Ят хунă кунпа саламланă

 


Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна тĕне кĕнĕ çынна Ят хунă кунпа саламланă.

Владыкăна регион Пуçлăхĕ чун-чĕререн Вырăс Православи Чиркĕвне аталантарма, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăма  пархатарлă ĕçсем тунăшăн тав тунă. Тăван халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа Турă пехилне пăхăнса ĕçленĕшĕн ырланă.

Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă, пурнăçа кĕртсе пыма шухăшланă ĕмĕтсем пĕтĕмпех пурнăçланччĕр тенĕ.    Регион Пуçлăхĕ Владыкăна çакăн пекех Республика кунĕпе те саламланă. 

 Пархатарлă та сумлă ентешĕмĕре çак кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев та ăшшăн саламланă. 

 Фоторепортаж



24 июня 2017
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter