Шупашкарта иртекен экономика форумне ют çĕршывсен делегацийĕсем ĕçлĕ визитпа килнĕ май, республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулу ирттернĕ

 ӳçĕсем  пуçтарăннă.


Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Шупашкарта иртекен экономика форумне ют çĕршывсен делегацийĕсем ĕçлĕ визитпа килнĕ май,  республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăнасемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.     Уçă калаçăва Польшăран, Японирен, Азербайджанран, Норвегирен, Иранран, Индонезирен, Раççейрен ĕçлĕ представительсем, обществăлла организацисенче тăрăшакансем,  пĕр сăмахпа каласан çĕршыври бизнеса аталантарассипе тăрăшса ĕçлекен ерт

«Чăваш Республики тĕнчери 92 çĕршывпа ĕçлĕ çыхăнусем тытать.   Ют çĕршывсен кашни компанийĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, хаклă партнер пулса тăчĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Владимир Аврелькин. 

РФ Польша Республикин Посольствин суту-илӳпе тата инвестици хывассипе тимлекен пай ертӳçи, Министр-советник Кшиштоф Кордася хăйĕн сăмахĕнче Раççейпе Польша хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусем пирки тĕплĕн каласа хăварнă.  Сăмаха май, Шупашкарта иртекен экономика форумĕн ĕçне пысăка хурса хакланă. «Ĕçлĕ халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлени тĕп вырăн йышăнать», - тенĕ Кшиштоф Кордася.  Пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашни пуриншĕн  те пысăк пулăшу пулнине асăннă вăл.  «Делойт  Туш СНГ» АХО Япони компанийĕсемпе ĕçлекен ушкăнсен ертӳçи Ватару Такахаси регионсемпе епле ĕçлесе пымалли, тĕп мелсем пирки каласа кăтартнă.  «Эпир Шупашкарти предприятисемпе организацисене çитсе курма та ĕлкĕртĕмĕр.  Пирĕн сахал мар сирĕн паха ĕçсем асра юлчĕç. Эпир чăвашсен предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме малашне те пысăк тĕллевсем лартатпăр,  производствăсем уçма çĕнĕ çул-йĕрсем шыратпăр», - тенĕ хăна.

Hitachi Ltd  Мускаври офисăн пуçлăхĕ Тосиюки Цуге  хăйĕн сăмахĕнче «Релематика» предприятийĕн ĕçĕпе çав тери кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.

РФ Азербайджан Посольствин экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Шовги Мехдизаде Раççей регионĕсемпе епле тачă çыхăнса ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.

«Раççей пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн çĕршывсем мĕн авалтан пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленĕ.  Экономикăна аталантарма витĕм кӳнĕ», - тенĕ вăл.  Сăмаха май, сумлă хăна Чăваш Республикинче çав тери ĕç климачĕ лайăх тесе хакласа хăварнă.

РФ Норвегипе Раççей суту-илӳ палатин Представительствин советникĕ   Владимир Багреев  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен Правительствине ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Çакă пĕрремĕш форум мар, эпĕ ытти форумсен ĕçне те пĕр хутччен çеç мар хутшăннă.  Ют çĕршывсенчен йышлăн кашни çулах хăнасем пуçтарăнаççĕ. Республика лайăхланса пыни куçкĕретех.  Чăваш Ен ертӳлĕхне, кунта пурăнакансене пурне те пысăк тав», - тенĕ вăл.  Норвегипе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме майсем пурри çинчен  кĕскен каласа кăтартнă.   Электротехника, промышленноç, информаци технологи, ял хуçалăхĕ, туризм енĕсемпе аталанса пыма меллĕ тенĕ хăна. Иранпа çыхăну тытасси те паллă.  Тĕрлĕ ĕç майĕсем пирки   Setareh Sanat Partazan Investment Group  компанийĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ертӳçĕ АлиРеза Ширмохамади Фард каласа кăтартнă.

«Чăваш Республики Ирана ял хуçалăх техникипе тивĕçтерме пултарать.  Эпир республикăри предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр», - тенĕ АлиРеза Ширмохамади Фард.

РФ тата Беларуç Республикинчи Индонези Республикин  представителĕ Ласро Симболон форум ĕçне экономикăри çыхăнусене анлăлатас тĕллевпе хутшăннине пĕлтернĕ. «Ĕçлĕ çыхăнусем  вăйлă хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Тата та лайăхрах ĕçлессине те шансах тăратăп.  Аталанса пымалли çĕнĕ çул-йĕрсем тупма тĕллев лартнă. Малашне те пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене сарса пырăпăр», - тенĕ хăна.

Михаил Игнатьев килĕшсе ĕçлеме пуриншĕн те яланах уçă пулнине каланă.  Тĕрлĕ халăхсемпе Чăваш Ен ĕçлĕ  килĕшӳсене сарассипе çине тăрсах ĕçлет.  Ют çĕршывсенчен те компанисем сахал мар инвестици региона хываççĕ.   Республикăра бизнеса аталанма условисем лайăх.  Чăваш Енре Испани, Итали, Япони, Серби, Германи, Швейцари, Китай компанисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал Чăваш Республикинче нимĕçсен Weidmüller  тата Siemens компанийĕсем çĕнĕ производствăсем уçма тĕллев лартнă, килĕшӳ хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ.   

 

Фоторепортаж



24 июня 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter