Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей çăл куçĕссм» Пĕтĕм Раççейри халăхсен пултарулăхĕн XXV-мĕш фестивальне пухăннă хăнасене ăшшăн саламланă

 


Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей çăл куçĕссм» Пĕтĕм Раççейри халăхсен пултарулăхĕн XXV-мĕш фестивальне пухăннă хăнасене ăшшăн саламланă.  Уяв палăртнă тапхăрсенче çав тери илемлĕ те çутă, çĕршывăн культура пурнăçĕшĕн тĕлĕнмелле чаплă мероприяти пулса тăчĕ.

«Ырă та пархатарлă чăваш çĕрĕ çинче кашни çул чи ăста та илемлĕ, пултаруллă халăхсем пухăнаççĕ, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, ют çĕршывсенчен сахал мар паллă юрă, ташă ăстисем пуçтарăнса халăха хăйсен ăсталăхĕсемпе савăнтараççĕ.   Вĕсенчен кашни тăван халăх историйĕнче тарăн йĕр хăвараççĕ. Эпир яланах Раççей халăх культурине юратнă, хисепленĕ. Паянхи кунччен те ăша хывса пурăнатпăр. Çак пултарулăх форумĕ тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине, культурине аталантарма, ăна упраса ламран лама куçарса пыма хистет.  Тĕрлĕ халăха пĕр чăмăра пухса туслă килĕштерсе, савăнса пурăнма витĕм кӳрет.  Раççейри тĕрлĕ регионсемпе ют çĕршывсене мирлĕ пурăнма чĕнет», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Шанатăп, кăçал та фестивале хутшăнакансем курма килнĕ хăнасене илемлĕ, асра юлакан юрă ташăсемпе савăнтарассине», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса, пурне те пултарулăхра çĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма, ырлăх-сывлăх телей, ăнăçусем суннă.

«Раççей çăл куçĕссм» Пĕтĕм Раççейри халăхсен пултарулăхĕн XXV-мĕш фестивальне пухăннă хăнасене Раççей Федерацийĕн культура Министрĕн Владимир Мединскийĕн  саламне вуласа панă. 

«Çак паллă фестиваль çулсеренех Чăваш Республикинче иртет.  Çĕршыв шайĕнче регион тĕп вырăн йышăнма пултарчĕ.  Йывăр вăхăтра культура яланах пысăк пулăшу парать.  Пурсăмăра та пĕрлешсе ăнланса пурăнма витĕм кӳрет.  Хамăра шанса, ыранхи куна, пуласлăха ĕненме вĕрентет.  «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль  туслăх уявĕ пулса тăчĕ.  Халăхăн лайăх кăмăл-сипетне çирĕплетсе парать.  Тĕрлĕ ăрури çынсен туприсене упрама  хистет.  Сире пурне те чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп.  Халăхăн юрри-кĕввине итлесе савăнма, чи ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă хăйĕн саламĕнче.

Çак кун уява пухăннисене çакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов та саламланă.  Кашни çул фестиваль Раççей Федерацийĕнчи чаплăран та чаплă пултарулăх ушкăнĕсене пухать. Шăпах та, сирĕн пултарулăхăр Раççей культурипе тĕрлĕ нацисен йăли-йĕркине пăхăнса упраса пурăнма вĕрентет. Çитĕнекен ăрушăн сирĕн ырă тĕслĕх яланах тарăн йĕр хăварать тенĕ вăл.  

Дагестан Республикин наци политикин министрĕн çумĕ Арсен Махмудов  хăйсен  Дагестан Республикин Пуçлăхĕн салам çырăвне вуласа панă: «Паян Чăваш Республики тĕлĕнмелле пĕр тан лайăх аталанса пыракан регион пулса тăчĕ, уйрăмах Атăлçи федераци округĕнчи субъектсем хушшинче.  Халăхăн пурнăç условийĕсем лайăх, çынсем кăмăллă. Экономика çирĕп ура çинче тăрать. Социаллă сферăна аталантарассипе тĕрлĕ программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Культура, вĕренӳ тата ытти пайсем те лайăх аталанаççĕ.   Чăваш Республикин тĕп пуянлăхĕ – халăх.  Çынсем пысăк тавракурăмлă, ăста, ĕçлеме юратаççĕ», - тенĕ вăл салам йĕркисенче. 

 2017 çулта Республика кунне халалласа ирттерекен мероприятисенче 26 ушкăн, Раççейри 26 регионтан тата Китай Халăх Республикинчен хăнасем çав тери йышлăн пуçтарăннă.  

Фестивале уçнă май, «Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçисене наградăсем парса хавхалантарнă.  

Хисепе тивĕçнисем Çĕнĕ Шупашкартан, Муркашран, Шупашкар хулинчен сахал мар пулнă.  

«Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕн рейтингне  стратегиллĕ пуçарусен Агенстви малта пыракан ĕçлĕ пĕрлешӳсемпе  пĕрле килĕшсе йĕркелет.  Вĕсем регионти влаçсен тухăçлăхне хаклаççĕ, бизнес-пĕрлешӳсем валли  аталанса пыма епле условисем хатĕрлесе тăратнине тишкереççĕ.   Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă, вĕсене курса хакланă.  

 



24 июня 2017
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter