Конференцисем пире çĕнĕ шухăшсем тупма тата вĕсене малалла пурнăçа кĕртме хавхалантараççĕ

Олег Мустаев, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи:

- Паянхи мероприятирен эпĕ пĕтĕмĕшле кăмăллă юлтăм. Чăваш наци конгресĕ чăннипех те курăмлă ĕçсем йĕркелесе-ирттерсе пырать. Хам енчен ЧНКна ытларах çамрăксемпе ĕçлеме, вĕсене чăваш аталанăвĕпе çыхăннă ĕçсене тăтăшрах явăçтарма ыйтатăп тата сĕнетĕп.

Владимир Живов, Питĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи:

- Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕрин патне кайса-килсех тăратпăр. Правительство ертÿçисемпе пĕрлех Питĕр тăрăхне Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, эстрада юрăçисем, ал ăстисем çÿрени те питĕ усăллă та кирлĕ пулăмсем, утăмсем тесе шухăшлатăп.

Геннадий Русскин, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн преподавателĕ:

- Паянхи пек конференцисем пире çĕнĕ шухăшсем тупма тата вĕсене малалла пурнăçа кĕртме хавхалантараççĕ. Институтри халăх ансамблĕн ертÿçи пулнă май чăваш инструменчĕсем кирек хăш халăх пултарулăх коллективне илем кĕртнине, чăваш-юрри кĕвви паян ытти халăх кĕввипе танах янрать. Çав вăхăтрах вăл хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Кĕвĕ тĕнчин чикĕ çук. Вăл кирек ăçта та ирĕклĕ янăратăр.

Татьяна Петрова, учитель чувашского языка и литературы п. Опытный Цивильского района:

- Для нас большая честь присутствовать на таком мероприятии. Это дань уважения чувашскому народу, хочется больше и больше работать на благо нашей нации. Мы с учителями нашего района очень часто ездим по разным регионам: были в Башкирии, Татарстане, Ульяновской, Пензенской областях. Встречаемся с чувашами, живущими в других регионах, они с радостью встречают всегда. Подобные мероприятия сплачивают наших земляков, помогают налаживать полезные контакты и сподвигают на новые свершения».

По материалам газет "Хыпар" и "Тăван Ен"

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
24 июня 2017
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter