Кăçал ППЭ экзаменсен вăхăтĕнче регионта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 4 хут чакнă

Патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене епле тытнин ĕç кăтартăвĕсене паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче информаци технологийĕсемпе анлă усă курнине кура 2016-мĕш çулхипе танлаштарсан кăçал экзаменсем вăхăтĕнче йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 4 хут чакнине пĕлтернĕ.   Пурĕ кăçал 9-мĕш тата 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем экзамен вăхăтĕнче ачасем йĕрке пăснă 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Шкул ачисем телефонпа, справочнăй материалсемпе усă курнине тупса палăртнă.

Кăçалхи çул математикăпа база пайĕпе 11 класра вĕренекен  4505 ача экзамен  тытнă.  Вĕсенчен 97,84 проценчĕ ăнăçлă ĕçе пурнăçланă.  Математикăна профиль шайĕпе 3709 ача экзамен панă, вĕсенчен 93,58 проценчĕ экзамена тытайман.

Вырăс чĕлхипе экзамен тытнин кăтартăвĕсем паллă мар.  Ачасем ытларах обществознани, физика, истори, биологи, хими предмечĕсемпе суйласа экзаменсем тытни сисĕнет.

Кăçал 9-мĕш класра вĕренекенсем математикăпа ППЭ 11180 ача, вырăс чĕлхипе – 11163 ача экзамен панă. Вырăс чĕлхипе  мĕнпур экзамен тытнă ачасенчен 2,45 проценчĕ ĕçе пурнăçлайман.  



26 июня 2017
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter