Кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура Республика кунĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн тишкернĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата  федеаци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура Республика кунĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн тишкернĕ.  

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçе пухăннисене çĕнĕ прокурорпа Василий Пословскипе паллаштарнă, ăна РФ Президенчĕ çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче  указа алă пусса çирĕплетнине асăннă.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче РФ Генеральнăй прокурорĕн çумĕпе Сергей Зайцевпа тата Чăваш Республикин çĕнĕ прокурорĕпе Василий Пословскипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине палăртнă, актуаллă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явние каланă.  «Республикăра обществăлла лару-тăру пĕр тан тикĕс аталанса пырать.  Коррупцине хирĕç кĕрешессипе Чăваш Республики пилотлă регион шутланать. Кăтартусем те çук мар.  Çĕнĕ пурнăç пур-пĕрех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕллевсем лартать.  Пирĕн конструктивлă ĕçлеме пĕлмелле, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса пымалла, пурин те ӳсĕмсемпе палăрассишĕн тăрăшса вăй хумалла», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Республика кунне халалласа ирттернĕ мероприятисен ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă.   

«Раççей регионĕсем - ӳсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕсем» Шупашкарта иртнĕ экономика форумĕ пин ытла çынна пуçтарнă. РФ 30 субъектĕнчен хăнасем килсе çитнĕ. Ют çĕршывсенчен те представительсем сахал мар пулнă. Вĕсем: Италирен, Японирен, Китайран, Швецирен, Польшăран, Норвегирен, Индонезирен, Турцирен, Азербайджанран, Казахстанран. 

Вĕсемсĕр пуçне «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин представителĕсем, «ОПОРА РОССИИ»,  РФ Суту-илӳ промышленноç палатинчен,  вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен федераци корпорацийĕнчен,  монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондра ĕçлекенсем, граждансен пуçарăвĕсене витĕм кӳрессипе тимлекен Кудрин фондĕнчен те сахал мар ертӳçĕсем килсе çитнĕ. «Бизнес-Ăнăçу» Наци премийĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ.   Пуçласа Чăваш Республикинче экспертсем, предпинимательлĕх тытăмĕнче ĕçлекенсем, финансистсем, банкирсем, журналистсем, влаç пайĕнче ĕçлекенсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем чи перспективлă тата тухăçлă предпринимательсене палăртрĕç.  Ăнăçлă ĕçлекен муниципалитетсене суйласа илме пултартĕç.  Форум ĕçĕнче регион шайĕнче «ФИНФИН Регион – 2017» конференци йĕркеленĕ.   Кунта шăпах та, финанс ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Промышленноç компанийĕсемпе студентсем валли «Профстажировки» пĕтĕм Раççей  шайĕнчи проект тăратнă.   

Экономикăна ӳстерессипе палăртнă тĕрлĕ мероприятисем пулнă.  Импорта улăштарас, экологи ыйтăвне тивĕçтерес, специалистсемпе тивĕçтерес ыйтусем  те кун йĕркинчех тăнă.  Промышленноç пайĕнче пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлесси, муниципалитет пĕрлешĕвĕсене аталантарас тата  та ытти ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ.  

Ют çĕршывсенчен килнĕ хăнасемпе ĕçлĕ тĕлпулусем те сахал мар йĕркеленĕ.

«Раççей регионĕсем - ӳсĕмĕн çĕнĕ çăл куçĕсем» Шупашкарта иртнĕ экономика форумĕ  ĕçлĕ канашлусем ирттермелли тĕп мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ.  Тĕрлĕ организацисемпе предпиятисем пĕр-пĕринпе куçа-куçăн тĕл пулса ĕçлĕ çыхăнусене сарасси пирки сӳтсе яваççĕ. Кăçал форура 140 компани ĕçленĕ, Раççей Федерацийĕн 7 регионĕнчен хăнасем ĕçе хутшăннă.   

«Нумай экспертсен шухăшĕпе, Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма çав тери лайăх условисем. Экономикăна вăй илтерме те сахал мар мелсем пур», - тенĕ Владимир Аврелькин

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри пысăк предприятисем Чăваш Енпе кăсăкланнине палăртнă.  Чăваш Республикинчи промышленноç предприятийĕсене аталантарса пыма, çĕнĕ çулсем шыраса тупма Раççейри технологи аталанăвĕн фончĕпе    Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетни те хăйне евĕр пысăк витĕм кӳнине асăннă регион Пуçлăхĕ.  Ĕç хучĕ республика фондне федераци ресурсĕсемпе усă курма çул уçать.

«Чăваш Республикинчи Промышленоçа тата инвестицине  аталантарассипе ĕçлекен фонд 1,5 млрд тенкĕ экономикăри пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме тăкакланать.  Халăх валли çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле.   Çынсен шалу укçин виçине ӳстерсе пымалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев уяв мероприятийĕсен савăнăçлă пулăмĕсем пирки чарăнса тăнă.  Пĕтĕмпе Республика кунне РФ 55 субъектĕнчен хăнасем килнĕ.  Ют çĕршывсенчен те сахал мар. Китай Халăх Республикипе Беларуç Республикин пултарулăх ушкăнĕсем çав тери çынсене кăмăллă юрă-ташăсемпе савăнтарнине палăртнă министр. «Ача-пăча акатуйӗ» – ху­лари ача-пăча пултарулăх ушкă­нӗ­сен чă­ваш наци уявӗн йăли-йӗркипе мешехисене ха­лал­ланӑ фестивалӗ, Раҫҫей Федерацийӗн деко­раци-прикладной искусствăн та­та халăх пултару­лă­хӗн ертсе пыракан специалисчӗсем хутшăнакан ăстаҫăсен «Хальхи тӗнчери этнокультура» наукăпа практика конференцийӗ, «Раҫҫей ҫăл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халăх пул­та­ру­лăхӗн фестивальне савăнăҫлăн уҫни, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илес­сишӗн ирттерекен «Раҫҫей ăстисем» декораци-прик­лад­ной искусство ăстисен Пӗтӗм Раҫҫейри  конкурсӗ, Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ тӳремри «Ӗмĕрсен эрешĕсем» наци тумтирӗн уявӗ, Анне палăкӗ умĕнче юрланă Раççей  хорĕ, «Раҫҫей ҫăл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултару­лăхӗн фестивальне хутшӑнакан коллективсен тата Шу­пашкарти пултарулăх ушкăнӗсен тӗп хулари уҫă вы­рăнсенче кă­тар­такан концерчӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пул­тару­лăхӗн фестиваль­не та­та Пӗтӗм чăвашсен  «Акатуй» уявне хутшăна­кансем, Чăваш Ен хăй пултарулăх ушкăнӗсем театрализацилесе утни, Чăваш Рес­пуб­ликин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев патшалӑх уявӗ – Республика кунӗ ячӗпе саламлани, «Раҫ­ҫей ăсти­сем» декораци-при­клад­ной искусство ăс­ти­сен Пӗтӗм Раҫ­ҫейри  кон­курсӗн ҫӗнте­рӳ­ҫине Чăваш Рес­пуб­ликин Пуҫлăхӗн парнине пани халăхăн асĕнче ĕмĕрлĕх асра юлнине каланă министр.   Раççей хорĕ хăйне евĕр тарăн йĕр хăварчĕ Чăваш Енре пурăнакансене савăнăçлă юрă кĕвĕпе тыткăна илчĕ. Раççей Федерацийĕн 32 регионĕнчен пин ача хутшăннă хорта. Çав шутран Чăваш Республикинчен 600 ача пулнă.  

«Халăх Чăваш Ен сума сунса кĕтсе илнĕшĕн тав тăвать. Уяв çӳллĕ шайра иртрĕ тесе хаклать», -пĕлтернĕ Чăваш Республикин культура министрĕ.

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви палăртнă  тăрăх, уявра йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Республика кунне хатĕрленме пулăшнă мĕнпур çынсене тав сăмахĕсем каланă. Мероприятисем çӳллĕ шайра иртнине палăртнă.



26 июня 2017
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter