Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравĕпе, Республика кунне уявлама Шупашкара Раççейри Ача-пăчасен хорĕ килсе çитнĕ

 Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравĕпе, Республика кунне уявлама Шупашкара Раççейри Ача-пăчасен хорĕ килсе çитнĕ.  Вĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулинчи Амăшĕн Монуменчĕ умĕнче халăха хăйсен ăста та пултаруллă юррисемпе савăнтартĕç.  


 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене ăшшăн саламланă, чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн та тунă.  Вĕсем пуçласа Шупашкар хулине килнĕ.  Куншăн та хăйне евĕр пысăк хисеп тенĕ регион Ертӳçи хорăн йĕркелӳçисене. «Раççейĕн мĕнпур регионĕсенчен  пухăннă ачасем Чăваш Республикине килнĕ.  Анлă Атăл хĕрринче вĕсем юрланнă кĕввисемпе эпир мăнаçланса киленсе ларатпăр. Хор çав тери вăйлă, хăйĕн илемĕпе халăхăн чĕрине тыткăна илет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.     

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасен хорне пĕрремĕш пуçласа 2016 çулта раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патшалăх Кремлĕн керменĕнче итленине пĕлтернĕ. Ун чухне шăпах та унăн вĕсене чăваш çĕрĕ çине йыхравласси пирки кăмăл çуралнă пулнă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартакан тĕллевсене пурнăçлас ĕçе хор çав тери пысăк витĕм кӳнине асăннă Михаил Игнатьев.  Çитĕнекен ăрăвăн патриотизмла кăмăл-туйăмне аталантарса пырас ĕçшĕн çав тери  пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Эпир ачасене Тăван çĕршыва, тăван çĕре юратма вĕрентетпĕр!», - тенĕ регион Ертӳçи.  Сăмаха май, вăл ачасене тĕрĕс çул çине тăма вĕрентекенсене ырласа хăварнă. «Пирĕн пуянлăх – эсир, Раççей гражданĕсем! Пирĕн пĕрлĕх – калама çук пысăк вăй.  Çак кăмăллă, хавас кулăллă ачасем çĕршывра пурсăмăр та килĕшӳре, ăнланулăхра пурăннине, Тăван Çĕр-аннемĕре юратса хисепленине çирĕплетсе параççĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Çак паллă кун Ачасен хорĕн директорне Павел Пожигайлăна Тав çырăвне тата Чăваш Ен патшалăх символикиллĕ алла çыхмалли сехет парса чысланă.  

Пĕтĕм Раççейри   хорсен пĕрлешĕвĕн директорĕ Павел Пожигайло Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсене çакăн пек пысăк уява Республика кунне йыхравланăшăн тав тунă.   

«Çак кун, хор историйĕшĕн паллă пулăм пулса тăрать.  Тавах Сире, Михаил Васильевич ырă чунлă пулнăшăн, пире хапăл туса йышăннăшăн», - тенĕ сумлă хăна.  

«Мускав Мускав пулĕ-ха, çакă вара чăн-чăн Раççей!», - тенĕ Пĕтĕм Раççейри хор обществин директорĕ Павел Пожикайло ачасене ырланă май.   Çав тери паха, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн  çулталăкĕнче çакнашкал мероприяти пулни.  Региона малашне те ырлăх-сывлăх тата та ытларах савăнăçлă йышлă çемьесем пулччĕр тесе сунса хăварнă хăна.

Раççейри Ачасен хорĕ Чăваш патшалăх академийĕн симфони капеллин тĕп дирижерĕ, Раççей халăх артистчĕ Морис Яклашкин ертсе пынипе пултаруллăх ушкăнĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕсене юрланă. Халăх хапăл туса йышăннă. Ачасен ытти хаваслă юррисене пĕрле савăнса юрланă. 

Палăртса хăвармалла, çанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, çумăр вăхăтĕнче ачасем пĕр чарăнми хăйсен юррисемпе çынсене савăнтарчĕç.

Хăнасем республикăри журналистсемпе курнăçнă.

Пĕтĕм Раççейри Ачасен хорĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ Ирина Тозыякова çапларах каланă: «Пире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  патшалăх тĕп уявне Республика кунне йыхравлани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир уншăн мăнаçланатпăр.  Çакă пирĕн пĕрремĕш йыхрав. Эпир пуçласа Раççейри пĕрремĕш региона хамăрăн хор ушкăнĕпе тухрăмăр. Пире кунта чăннипех те пĕтĕм чун-чĕререн ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Кунта пĕтĕмпех илемлĕ!», - тесе пĕлтернĕ вăл.   «Хорта пин ача, вĕсем пурте килнĕ.  Вĕсемпе пĕрле паян Чăваш Енри ачасем те пĕр рете тăчĕç.  Вĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, çĕршыври пĕртен пĕр пысăк хорта юрлани. Çав тери хитре те илемлĕ - тĕрлĕ регионсенчи ачасем туслăн пĕрне пĕри хирĕç пăхса ача-пăчасен илемлĕ юррисене шăрантараççĕ», - тенĕ.

«Хатĕрленӳ тапхăрĕсем те пулнă. Ачасем хаваспах Чăваш Ен гимнне вĕренсе юрласа пачĕç.  Пĕтĕмпе вĕсем 11 юрă юрланă.  Ачасем кăмăллă. Чăваш Ен илемлĕ, çутă тесе хаклаççĕ хăнасемпе ачасем», - пĕлтернĕ Ставрополь крайĕнчен килнĕ Ирина Щаповец хор ертӳçи. 

Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчен пуçтарăннă ачасем хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă.    Вунпĕр çулхи София Игнатьева Шупашкар районĕнчен.  Вăл Раççей хорĕнче юрлать. «Эпир уйăх хушши юрăсене юрлама хатĕрлентĕмĕр. Республика кунĕнче юрлас ĕç çав тери яваплă. Эпĕ хама юрлама шаннишĕн савăнатăп. Эпир чăвашла та вырăсла та юрăсем юрларăмăр.  Тăватă çул хушши юрлама вĕренме çӳрени кăлăхах пулмарĕ.  Хор ушкăнĕнче халĕ эпĕ», - тесе савăнса каланă çамрăк ача.

«Манăн çемьене эпĕ юрланă юрăсене итлесси çав тери пысăк хисеп тата пĕлтерĕшлĕ.  Манăн тăвансем çак пулăма йышлăн пухăннă.  Кăштах хумханатăп та.  Пурте лайăх ăнланччĕр тесе юрăсене эпир чăвашла та вырăсла та шăрантартăмăр», - тенĕ Шупашкар районĕнчен килнĕ Дарья Белкова.    

Чăваш Енрен йĕркеленнĕ ачасен хорĕнче Каçал енрен, Çĕрпӳрен, Шупашкар районĕнчен, Шмăршăран, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкартан, Канашран, Çĕмĕрлерен пулнă.

Палăртса хăваратпăр, Раççейри Ачасен хорĕнче 1000 ача-пăча хăйсен ăсталăхне туптать.  Вĕсем 9 çултан пуçласа 14 çула çитнисем. Раççейĕн мĕнпур регионĕсенчен çамрăксем пухăннă. Çакна пуçарса йĕркелесе яма сĕнекенĕсем Раççейри хор обществи,  РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ  Ольга Голодец тата РФ Культура министерстви.

Фоторепортаж



26 июня 2017
07:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter