«Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн председателĕ Алексей Репик Чăваш Ене килсе çитнĕ

 

 



Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн председателĕ  Алексей Репик килсе çитнĕ.  Çак кун вăл Чăваш Енри «Деловая Россия» ТМЯО уйрăмĕнче тăрăшакан пайташсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Уçă калаçăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.  

Канашлăва пухăннисем республика ертӳлĕхĕпе пĕрле организацийĕн актуаллă ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.   Предпринимательсем бак тытăмĕнчи ыйтусем çинчен сăмах пуçарнă.  Саккунсен бази пĕр енчен палăртас пулсан, банксенче укçана упрама хистет, тепĕр енчен калас пулсан ку енĕпе кăлтăксем те сахал мар сиксе тухаççĕ.  Ертӳçĕсем саккунсен йĕркисене çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма сĕнеççĕ.  Ку хутĕнче вĕсем куçман пурлăхшăн налуксем тӳлессипе çыхăннă самантсем çинчен те сӳтсе явнă тĕрлĕ çыхăнусемпе усă курассин ыйтăвне те кун йĕркинчех тытнă.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, Алексей Репик хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри «Деловая Россия» организаци активлă, курăмлă ĕçленине палăртнă.  Канашлу ĕçĕнче хускатнă ыйтусене вăл федераци шайне илсе çитерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж



26 июня 2017
06:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter