Бюждета епле тултарнин тата промышленноç производствин калăпăшĕн малтанхи ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ

Кăçал кăрлач-çу уйăхĕсенчи промышленноç производствин индексне пăхас пулсан, вăл 101,6 процента çити ӳснĕ. Кăтарту ытларах çак предприятисене пула хăпарнă: транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă организацисем, хими, резина, пластмасс, тимĕртен те таварсем  кирлĕ пек шайра калăпланнă.    Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра сӳтсе явнă. Ыйтупа тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин паян тĕплĕн доклад тунă.   

Производство калăпăшне «Август»  Фирма АХО, «ВЗСП», «Автофургон» АХО, «Чебоксарское предприятие «Сеспель»,  ТМЯО «ИЗВА», «ЧЭМЗ» АХО, «Электроавтомат» АО, «КААЗ» АО, «Промтрактор-Вагон» АХО, «Перкарбонат» АО, «Промтрактор-Промлит» ТМЯО, «ЧЭАЗ» АХО, «ЧАЗ» АУО, «ЭЛАРА» АО, «ЧПО им. В.И. Чапаева» АО тата та ытти нумай предприятисем ӳсĕм тума пулăшни куçкĕретех.    

Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисенче халăхăн ĕç укçине ӳстерсе пырас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Чи кирлисенчен пĕри – çынсене шалу укçипе вăхăтра тивĕçтересси пулнине асăннă.

Çӳлерех асăннă тапхăрти республика бюджечĕн кăтартăвĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа хăварнă.

2017 çулта çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 20234,3 млн танлашать, 2016 çулхи çак тапхăртине пăхас пулсан, кăçалхи çул кăтарту 113,7 процента çитнĕ. Республикăн харпăр хăй тупăшĕ 13806,9 млн, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11,2 процент чухлĕ хăпарнă.  Республикăн консолидированнăй бюджетне каялла тавăрса памалла мар укçа  6427,4 млн тенкĕ кĕнĕ. Ку енĕпе те ӳсĕм чылай, пĕлтĕрхинчен 19,5 процент  чухлĕ пысăк.

Республика хыснинчи тупăш пайĕ 17177,6 млн, вăл 113,3 процента  çити хăпарнă, харпăр хăй тупăшĕ 10726,7 млн, пĕлтĕрхинчен 10,2 процент чухлĕ нумайрах пухăннă.  Республика бюджетĕнче каялла тавăрса памалли мар укçа калăпăшĕ 6450,9 млн шутланать. Кăтарту каллех пĕлтĕрхинчен 18,9 процент чухлĕ нумайрах.  Налуксенчен пуçтарăнакан тупăш 10386,8 млн, вăл 110,8 процентпа танлашать.  Налук ытларах пурлăхсенчен, тухăçлă ĕçлекен организацисемпе предприятисенчен пухăнать. Вĕсем ӳсĕмсем тума пулăшни куçкĕретех.

Республика бюджетĕнчи тăкаксен пайĕ 14382,1 млн.  Парăмсене республика вăхăтра тивĕçтерет.  Ку хутĕнче ĕçлĕ канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн Указĕн проектне те пăхса тухнă, 2018 çул тата 2019-2020-мĕш çулсем валли палăртнă  бюджет политикин çул-йĕрĕсене тишкернĕ.  «Пирĕн обществăлла финанспа пĕлсе тата тухăçлă ĕçлесе пымалла», - тесе çирĕппĕн каланă регион Ертӳçи.



26 июня 2017
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter