Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм халăхсем хушшинче ирттерекен фейерверксен Х-мĕш фестивалĕн çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă

 


Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм халăхсем хушшинче ирттерекен  фейерверксен Х-мĕш фестивалĕн çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă.  

Аса илтерсе хăваратпăр, çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче республикăри мĕнпур халăхăн фейерверксен чаплă пулăмне пăхса килленме май пулчĕ.  Мероприятине Раççейри чи анлă сарăлнă пиротехника енĕпе ĕçлекен пиллĕк ушкăн тата ют çĕршывсенчен те сахал мар хăнасем килсе çитнĕ.  

Республика Пуçлăхĕ çак мероприятисен йĕркелӳçисене ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Вĕсем тĕлĕнмелле чаплă уяв халăха парнеленĕшĕн тав тунă.

Пĕтĕм халăхсем хушшинче ирттерекен  фейерверксен Х-мĕш фестивалĕн «Гран-при» парнине Шупашкарти «Пироснаб-Поволжье» çĕнсе илме пултарнă. Вĕсем чăнласах та чи нумай сасă пухнă.

Ытти номинацисенче вара мала тухаканнисем: Санкт-Петербургран, Баку хулинчен, Симферополь, Екатеринбургран. Вĕсене çитекеннисем пулман.  

Куракансем ытларах Симферополь хулинчен килнĕ «Корсар» ушкăна хапăл туса йышăннă. Республика кунĕн тĕп уявĕ «Мăнаçлан Чăваш Ен» представленипе вĕçленнĕ.



26 июня 2017
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter