Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнĕ хула» микрорайонти 205-мĕш №-лĕ ача садне тата пылак çимĕçсем тирпейлесе кăларакан производство линине савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Çĕнĕ хула» микрорайонти 205-мĕш №-лĕ ача садне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. 

Ача пахчин строительство ĕçне 92 млн тăкакланă. Унта 160 ачана вырнаçтарма пулать.  Шăпăрлансене аталанса пыма хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан мĕнпур условисем çителĕклĕ.   Шкул çулне çитмен ачасем валли территоринче вылямалли 7 площадка хута янă тата спорт енĕпе аталанмалли ятарлă уйрăм йĕркелесе тăратнă. 

Чăваш Республикин тĕп хулинче  кăçал хута кайнă объектсенчен çакă иккĕмĕш çурт шутланать. 2017-2020-мĕш çулсенче пурĕ 8 объект тирпейлесе илем кӳртме  тата çĕнĕрен хута яма тĕллев лартнă.

Çак паллă пулăм ячĕпе пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительстви вĕренӳ инфратытăмне аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.  Регионта кулленех шкулсем, ача сачĕсем çĕкленсе пынине палăртнă.

Юлашки 5 çул хушшинче республикăра пурĕ ачасем валли садикре 22 пин вырăн хатĕрленĕ. Вĕсене валли пĕтĕмпе 3,7 млрд тенкĕ тăкакланă. 

Хулара пурăнакансем валли пурăнма хăтлă условисем йĕркелес тесе Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле Чăваш Ен Правительстви сахал мар ĕç пурнăçлать тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Ладыков.

«Шупашкарта ача çураласлăхĕн кăтартăвĕ çулсерен ӳссе пырать.    Кăçал халăх йышĕ 500 пине çитрĕ.  Ачасем йышланаççĕ.  Çак кăтартусем пысăк пулнине кура, Шупашкарта çĕнĕрен те çĕнĕ ача сачĕсем вăй илеççĕ, çак ыйту çине республика Пуçлăхĕ пысăк тимлĕх уйăрни те куçкĕретех», - тенĕ вăл.

Çак кун чаплă пулăм ячĕпе пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов,  «Стройсфера» компани ертӳçи, объектăн строительство ĕçне пурнăçлаканĕ   Авагу Ханеданян ăшшăн саламланă.

Ача сачĕн    ертӳçи Анжелика Виноградова тата Александровсен çемьи  хулара пурăнакансен ячĕпе çакăн пек пысăк капмар илемлĕ садик хăпартса лартнăшăн пуçлăхсене тав сăмахĕсем каланă.

Сумлă хăнасем çуртри пӳлĕмсене кĕрсе курнă, строительство ĕçĕн пахалăхне хакланă.

Çак кун Михаил Игнатьев «АККОНД» предприятийĕ çĕнĕ цех хута янипе те паллашнă.  Пылак таварсене калăплассипе çĕнĕ лини пурнăçа кĕнĕ. Регион Ертӳçи ĕç ушкăнне  савăнăçлă пулăмпа саламланă.  Организаци калăпласа кăларакан таварсене Раççей шайĕнче кăна мар ытти ют çĕршывсем те хапăл туса йышăннине палăртнă. «Сире пĕтĕм чун-чĕрен тав тăватăп, эсир хăвăрăн ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани куçкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Çак линине хута яма организаци 245 млн тăкакланă.  Кунта кулленех малашне 40 çын ĕçлĕ.  «Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута кайни, пысăк технологиллĕ линисем ĕçлени – предприяти тăнăçлă пĕр шай лайăх аталанса пынине çирĕплетеççĕ», - тенĕ «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов

Пысăк хăнасем çĕнĕ производствăн ĕçĕпе паллашнă.  Ĕç ушкăнĕпе тĕл пулса калаçнă.

 Татьяна Владимирова çак организацине курма килнисенчен пĕри. Шкул ачи ытти çамрăксен ячĕпе çак производствăпа ăна паллашма тӳр килнĕшĕн ырласа ертӳçĕсене тав сăмахĕсем каланă. «Мана пĕтĕмпех пурте килĕшрĕ.  Эпĕ яланах пĕлнĕ, Чăваш Енре калăпланса тухакан пылак çимĕçсем ыттисемпе танлаштарсан чи лайăххисем пулнине», - тенĕ çамрăк хĕр. 

Палăртса хăваратпăр, предприяти Раççейри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă предприяти шутĕнче тăрать «АККОНД» организаци кулленех 500 тĕрлĕ пылак çимĕç тирпейленет.  Раççейри мĕнпур регионсене таварсене ăсатаççĕ, ют çĕршывсем те хапăл тусах йышăнаççĕ.  Çулсерен предприяти таварсен калăпăшне 15 процент ӳстерсе пырать.

Фоторепортаж



26 июня 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter