«Халăх пĕрлешсе килĕшсе ĕçленине кура, потенциалсемпе тĕрĕс тухăçлă усă курнишĕн Чăваш Республики ыттисене кая хăварса мала тухрĕ. Чăнласах та регион вăйлă аталанать. Малалла харсăррăн ăнтăлать, ыттисемпе те курăмлăнах ăмăртса малти вырăнта тăрать. Кăтартусем пысăк, ӳсĕм пур регионăн!», - тесе çирĕппĕн каланă «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Президенчĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Президенчĕ Алексей Репик хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  Иван Моторин тата хăй Алексей Репик Правительство çуртĕнче Чăваш Енри «Деловая Россия»  членĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Канашлу вăхăтĕнче ертӳçĕсем хăш-пĕр актуаллă ыйтусене пăхса тухнă, банк тытăмĕпе çыхăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă.

Алексей Репик Чăваш Республикинчи «Деловая Россия» организаци ĕçне пысăка хурса хакланă.  Канашлура хускатнă хăш-пĕр ыйтусене федераци шайĕнче çĕклеме шантарнă.

«Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци Президенчĕ  Республика кунĕнче пухăннă халăха патшалăхĕн тĕп уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.

«Мана предпринимательлĕх сферинче ĕçлекенсен савăк кăмăл-туйăмĕ чуна çĕклентерсе ярать.  Вĕсем Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлени куçкĕретех. Пирĕн çĕршывăмăра, чăнласах та вăйлă тума пулăшаççĕ», - тенĕ сумлă хăна  Алексей Репик хăйĕн саламĕнче. 

«Ăнсăртран мар, Чăваш Республикин РФ Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухрĕ», - тенĕ сумлă ертӳçĕ.  

«Халăх пĕрлешсе килĕшсе ĕçленине кура, потенциалсемпе тĕрĕс тухăçлă усă курнишĕн Чăваш Республики ыттисене кая хăварса  мала тухрĕ. Чăнласах та регион вăйлă аталанать. Малалла харсăррăн ăнтăлать, ыттисемпе те курăмлăнах ăмăртса малти вырăнта тăрать. Кăтартусем пысăк, ӳсĕм пур регионăн!», - тесе çирĕппĕн каланă «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Президенчĕ.   

«Чăваш Енри бизнес тытăмĕнче вăй хуракансене уйрăммăн пысăк тав сăмахĕсем калатăп.  Предпринимательсем нимĕнле йывăрлăхсемпе чăрмавсене пăхмасăрах малалла ăнтăлаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ. Раççей вăйне çирĕплетме витĕм кӳреççĕ. Кунсăр пуçне патшалăхăн ĕç тăвакан влаç органĕсенче, саккунсен йĕркинчи влаçра  тăрăшакансене те ырлатăп.  Пур те республика пуласлăхĕшĕн ырми-канми таса чунпа яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Предпринимательсен пуçаруллă ĕçĕсем регионăн инвестици климатне витĕм кӳреççĕ», - тенĕ Алексей Репик.  

Палăртса хăваратпăр, икĕ ен хушшинче тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем тăвĕленнĕ.

«Деловая Россия» организацийĕн Президенчĕ, «Р-Фарм» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ,  РФ Обществăлла палатăн инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комиссийĕн ертӳçи Алексей Репик Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклать.  Регионта ĕç климачĕ çӳллĕ шайра пулни – Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕ пысăк пулнине çирĕплетет тенĕ сумлă хăна. Регион Пуçлăхĕ   Михаил Васильевич Игнатьев инвестици климатне лайăхлатса пырассипе ыттисемшĕн тĕслĕх тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Ертӳçĕ регион вăйĕ – предпринимательсем курăмлă аталаннинче пулнине питĕ лайăх ăнланать тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне сумлă хăна.

2016 çулта раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Деловая Россия» Президенчĕ, Раççейпе Японийĕн ĕçлĕ канашĕн Председателĕ Алексей Репик сĕнĕвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейрен йĕркеленнĕ официаллă делегаци йышне кĕнĕ, «Раççейпе Япони бизнес-диалог» форум ĕçне хутшăннă. 

Аса илтеретпĕр, Японине кайнă делегацийĕн ертӳçи Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пулнă.

Форум вĕçленнĕ хыççăн, Раççей Президенчĕ пресс-конференци ĕçне хутшăннă.  Ун чухне вăл Раççейпе Япони хушшинче производствăпа технологи енĕпе ĕçлĕ çыхăнусене сарасси пирки сăмах пуçарнă. «Автопромра икĕ енлĕ çыхăну анлăланать.  Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнче виçĕ завод хута кайнă. Пуласлăхра медицина, сывлăх сыхлавĕнче те çыхăнусене сарма тĕллев лартнă», - тесе палăртнă çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин.

Фоторепортаж

Фоторепортаж 2 (архив)



26 июня 2017
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter