Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ яшсемпе хӗрсем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ, чунра хаклӑ ӗмӗтсемпе ҫутӑ шанчӑк ҫуратакан, пирвайхи ҫитӗнӳсем тума тата ҫӗннине уҫма хавха­лантаракан ытарайми вӑхӑт.

Пирӗн тӗллев – сирӗн ӑнтӑлӑвӑрсемпе пуҫарӑвӑрсене ырласа йышӑ­насси, пултарулӑхӑрпа туллин усӑ курма тата пурнӑҫра сире хӑвӑр вырӑ­нӑ­ра тупма пулӑшасси.

Эпир ҫамрӑксене пур енлӗ аталантарма пӗтӗм майсем йӗркелетпӗр. Пӗ­тӗмӗшле, хушма тата аслӑ вӗренӗве лайӑхлатма, студентсемпе тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан ҫамрӑк ӗҫченсене хавхалантарма пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнусем тӑватпӑр, ҫамрӑк предпринимательсемпе ҫамрӑк специалист­сене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтеретпӗр.

Республика хӑйӗн ҫирӗп тӗллевлӗ, халӑхӑмӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑла­кан ӗҫ йӑли-йӗркисене ӑса хывса ҫитӗнекен ҫамрӑкӗсемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланать. Эсир пултарулӑх ӗҫӗпе професси шайӗнчи аталанура ҫитӗнӳ­сем тӑва­тӑр, наукӑра, бизнесра, спортра пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳсемпе палӑратӑр, общество тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлатӑр.

 Эпӗ хамӑрӑн юратнӑ республика пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑракан ҫын­сене пурне те тав тӑватӑп.

Хисеплӗ туссем! Ӗмӗтленме, харсӑрланма ан пӑрахӑр, тӑрӑшуллӑ тата пуҫаруллӑ пулӑр, пур пек майпа вырӑнлӑ усӑ курӑр, хӑвӑр пултарулӑ­хӑра туллин уҫса пама тӑрӑшӑр! Яш-кӗрӗме хӑйӗн вӑйне шанма, мӗнпур ырӑ пу­ҫарура ӑнӑҫусем, юрату тата телей сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                        Михаил Игнатьев

 



27 июня 2017
07:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter