Нумай çул пурăнакансен йышĕ Чăваш Республикинче ӳсет

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртет. Ăна Чăваш Республикин Премьер-министрĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пырать.  Пĕлтĕрхи çулти халăх сывлăхĕн кăтартăвĕпе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче регионта нумай çул хушши пурăнакансен йышĕ çулран çул ӳссе пынине палăртнă.  2016 çулта вăтам кăтарту 71 çулпа танлашнă.  «Палăртма кăмăллă, Чăваш Ере пурăнакансенчен 85 çула çитсе пурăннисен шучĕ 17 пине çитнĕ, 100 çула 98 çын çитнĕ», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара министр.

Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелли мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăçланă. РФ Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указĕсене  тĕпе хурса, юн çаврăнăш тытăмĕн, шыçă чирĕ, туберкулез, пепкесем вилессин шутне чакарса, лару-тăрăва ырă енне улăштарса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă´май.

Енчен те сарăмсăр вилекенсен кăтартăвне илес пулсан, халăх ытларах юн тымарĕсен тытăмĕ кирлĕ пек ĕçлеменнишĕн, тулашри сăлтавсемпе (тĕрлĕ инкексене пула),  шыçă чирĕпе аптрани сисĕнет.  

2016 çулта вăраха кайса чирлекеннисене 2158,7 пин çынна шута илнĕ.   Кăтарту 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан сахалланнă, 23 процент чухлĕ пĕчĕк пулни курăнать.

Сывламалли органсемпе çыхăннă чир-чĕре хирĕç кĕрешес тесе пĕлтĕр сахал мар ĕç пурнăçланă, çулталăка та ăна халалланă. 2016 çулта пурĕ 4500 мероприяти ирттернĕ.  Ăна кура кăтарту та ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех, чирлисен шучĕ 16 процента çити чакнă.

Юлашки икĕ çул хушшинче регионта пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Республикăра ЭКО вăй илет, кăçал çак кăтартăва 1,5 хут ӳстерни сисĕнет.

2013-2016-мĕш çулсенче пĕтĕмпе республикăра 125 ФАП хута янă.  Вĕсенчен 2016 çулта 25 ФАП.  Çитес виçĕ çулта 75 ФАП çĕклесе лартма тĕллев лартнă.  Пĕлтĕрхи çул «Садовый» микрорайонта, Канашра объектсем хута кайнă. Онкологи диспансерĕнче хирурги корпусĕ çĕкленнĕ.  Ядерлă медицина вăй илет.  Объектăн строительство ĕçне кăçал пуçлама палăртса хунă.

Чи пахи  кăçал РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ĕç кăтартăвĕпе хисеплĕ 5-мĕш вырăна тухрĕ.



28 июня 2017
13:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter