«Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» калакан Чăваш Республикин саккунне РФ саккунсен йĕркисене пăхăнса çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма ертӳçĕсем килĕшнĕ

 Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртет.  Ăна ертсе пыраканĕ Чăваш Республикин Премьер-министрĕ Иван Моторин. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – «Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» калакан Чăваш Республикин саккунне РФ саккунсен йĕркисене пăхăнса  çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пулнă.  Ертӳçĕсем çĕнĕлĕхсене ырланă. Коррупцине хирĕç кĕрешес ыйтупа патшалăх политикин пайĕнче çĕнĕлĕхсем йышăнма килĕшнĕ.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен органĕсен полномочиллĕ представителĕсем, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ял поселенийĕсенчен хула посленийĕсене йĕркеленекен муниципалитетсенче ĕçлекенсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене ĕçлеме контракт мелĕпе вырнаçакансен, вĕсен хăйсен тупăшĕ  тата çавăн пекех тăкаксен пайĕ çинчен, хăйсен мăшăрĕпе çула çитмен ачисем çинче шутланса тăракан пурлăхсем пирки малашне çĕнĕлĕхсемпе килĕшӳллĕн,  Чăваш Республикин Пуçлăхне кăтартса пама тивет. 



28 июня 2017
11:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter