Мускавра Раççей Федерацийĕн Оборона министерствинче Чăваш Енри кадет корпусне пулăшу парас тĕллевпе тăватă енлĕн Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Оборона министерствинче Чăваш Енри кадет корпусне пулăшу парас тĕллевпе тăватă енлĕн Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Ĕç хутне РФ оборона Министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «РЕНОВА»  группа компанийĕн Директорсен канашĕн председателĕ  Виктор Вексельберг алă пусса çирĕплетнĕ.

«РФ субъекчĕсенче аслă шкулсене кĕме хатĕрлессипе РФ Оборона министерстви активлă витĕм кӳрет.  Суворов ячĕллĕ çар училищисене тата кадет корпусĕсене йĕркелессипе  сахал мар ĕç опычĕ пухăннă пирĕн.  Кун йышши вĕрентӳ хăйне кирлĕ пек кăтартса пама пултарчĕ. Граждансене тĕрлĕ енлĕн аталанса пыма, вĕсен патриотизм туйăмне çирĕплетме пулăшать.  Çамрăксене тӳрĕ мар çул çине тăрассинчен пăрать. Пĕтĕмпех çак ырă ĕçсене кадет вĕрентĕвĕ витĕм кӳрет.  Пулас ăрăва хальхи пурнăçри обществăшăн юрăхлă çынсем пулма хистет. Ăнсăртран мар пулĕ, юлашки ултă çул хушшинче кадет корпусĕсем икĕ хут та ытларах  вăй илсе кайрĕç.  Вĕсен учредителĕсем регионсем шутланаççĕ», - тенĕ Сергей Шойгу Министр.

«Атăлçи федераци округĕнче пĕтĕмпе 2013 çулта виçĕ корпус çĕкленсе ларнă. Вĕсем Пушкăртстанра, Тутарстанра, Удмуртире.  2016 çулта Чулхула облаçĕнче хута кайнă.  РФ Оборона министерстви малашне те çарпа техника пурлăхĕпе, литература, çĕнĕлле вĕрентӳ технологийĕсемпе тивĕçтерме хатĕр.  Паян эпир тепĕр пысăк ĕç тăватпăр. Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусне шефла пулăшу пама Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Шанатпăр, малашне вĕсене харпăр хăй  тĕллĕн аталанса пыма меллĕ пулĕ.  Çĕршыв аталанăвĕшĕн кирлĕ пек ĕçсем пурнăçлама та вĕренессине ĕненетпĕр», - тенĕ Сергей Шойгу РФ оборона Министрĕ, арми генералĕ.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче, РФ Оборона министерстви Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсене сахал мар пулăшу панине асăннă.   Çамрăк яш-кĕрĕм çар ретне тăма яланах хатĕр, тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнса çитĕнӳсемпе палăраççĕ.   Чи пахи варакадет корпусĕсенчен вĕренсе тухакансенчен 60 проценчĕ  РФ Оборона министерствин аслă шкулĕсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех вĕренме кĕни.

Сăмаха май, Михаил Бабич Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксен патриотизм кăмăл-туйăмне аталантарас ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Регионта кадетсен юхăмĕ вăй илнине, корпус пĕлтерĕшĕ пысăк тесе палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Оборона Министрне Сергей Шойгуна, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представительне Михаил Бабича кулленех региона пулăшу панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, çамрăксене çар ретне тăма хатĕрлес ĕçре пысăк витĕм кӳнине асăннă. «РЕНОВА»  группа компанийĕн Директорсен канашĕн председателĕ  Виктор Вексельберг субъектра социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме хастар хутшăннине палăртнă Михаил Игнатьев.

РФ субъекчĕсенче «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисен финалне регион шайĕнче ирттерсех каймаççĕ. Чăваш Республикинче вара çак ĕç питĕ çӳллĕ шайра йĕркеленсе пырать.  Тахçантанпах пурнăçа кĕнĕ мероприяти йăлара тесен те йăнăш мар. Çулталăк тăршшĕпе 30 пин яш-кĕрĕм  хăйсен ăсталăхне çак мероприятисенче туптать.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарăвĕпе йышăннă проектсене Чăваш Республикинче хаваспах пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

Чăваш Енре «Юнармия» регионти уйрăмĕ йĕркеленĕ. Республикăри мĕнпур хуласемпе районсем пĕрлешрĕç, 3,4 пин çамрăк çак «Юнармия» юхăмра пулма килĕшнĕ.  Ачасем спортпа питĕ туслă. Тĕрлĕ çар вăййисене пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаççĕ.  Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – Чăваш Республикинчен вĕренсе тухнă ачасем çарпа патриотизм аслă шкулĕсене чылайăн вĕренме кĕни.  Тепĕр пысăк пулăм пирки те палăртса хăвармалла – регионти ачасем хĕсмете çĕршыва сыхлама чун-чĕререн савăнса хăйсен ирĕкĕпе кайни. Плана ку ыйтупа туллин тивĕçтернĕ кашни çулах.  Мускавра Президент полкĕнче те пирĕн яшсем сахал мар.

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусне  Чăваш Республикинчи кадет шкулĕн бази çумĕнче хута яма палăртнă. Ачасене тĕрлĕ регионсенчен йышăнма хатĕр çак асăннă корпус. Пиллĕкмĕш класран пуçласа ачасене çак шкула илсе пыма юрать.   Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, 2018 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне объект хатĕр пулмалла.

Виктор Вексельберг  хăйĕн сăмахĕнче çакăн йышши проекта пуçласа хутшăннине асăннă, малашне вĕсен организацийĕ яланах ĕçе хутшăнма хатĕр тенĕ.  

 Фоторепортаж



28 июня 2017
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter