Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС Электро» группа компанийĕн Президенчĕ Ненад Попович йыхравне тĕпе хурса «ВНИИР» АУО тата Siеmens AG компани хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли документа алă пусса çирĕплетнĕ ĕçе хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   «АБС Электро» группа компанийĕн Президенчĕ Ненад Попович йыхравне тĕпе хурса «ВНИИР» АУО тата Siеmens AG компани хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли документа алă пусса çирĕплетнĕ ĕçе хутшăннă.  Икĕ ен Мускавра электробуссем валли инфратытăм йĕркелесси пирки калаçса килĕшнĕ, проектсене пурнăçа кĕртмелли çинчен канашланă. 

Siеmens AG Концерн хулари пассажирсен транспорчĕсем валли электрификаци хута яма электрооборудовонисем калăплассипе тĕнче шайĕнче паха опытпа палăрса тăрать.  Инфратытăм проекчĕсене вĕсем Европа хулисенче те сахал мар пурнăçа кĕртнĕ.  Транспорт экологи тĕлĕшĕнчен çав тери паха.

«Килĕшĕве çирĕплетни - ОАО «ВНИИР»  тата  Siеmens AG компанисем хушшинчи тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма ирĕк парать.  Тепĕр тесен, çак икĕ предприяти паянхи пурнăç таппинче экспорта улăштарса пырассипе те курăмлă ĕçлесе пыраççĕ», - тенĕ  Siеmens AG  Правлени компанийĕн членĕ Йохен Айкхольт.  

«Шансах тăратпăр, çитес çулсенче Раççейри нумай хуласенче электроавтобуссем çине куçса пырассине.  Экологи енчен çав тери паха транспорт шутланать», - тенĕ Ненад Попович.  Сăмаха май, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республики  РФ 85 субъекчĕ хушшинче маларахри улттăмĕш вырăнтан хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнине асăннă. «Çав тери ырă хыпар. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пĕтĕм тĕнче шайĕнче Чăваш Республикин çитĕнĕвĕ пирки пĕлтерчĕ»,- тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Фоторепортаж



03 июня 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter