„Эткер“ смена ачисем Шупашкарта хăнара

Çĕртме (июнь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Агроздравница» санаторинче тулай чăваш ачисен  ятарлă лагерь смени уçăлчĕ, пĕтĕмпе 39 ача канать. „Эткер“ смена 2005 çултанпа ĕçлет. Кăçалхи сменăна Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова уçрĕ.Ачасене çак икĕ эрнене усăллă ирттерме, тăван чĕлхене туптама, лайăх канма, сывлăха çирĕплетме, юлташсем тупма сунчĕ.

Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Оренбург, Ульяновск, Саратов, Чул хула, Тюмень облаçĕсенчен, Мускав хулинчен килсе çитнĕ маттур шкул ачисем тата Чăваш Республикин тĕрлĕ конкурс, фестиваль çĕнтерÿçисем лагерьте тулли кăмăлпа канĕç.

„Эткер” программăпа килĕшÿллĕн ачасем Шупашкарта хăнара пулĕç. Шупашкар урамĕсемпе утса киленĕç, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче спекталь курĕç, тĕрлĕ экскурсисенче пулĕç.

Ачасем валли пысăк та кăсăк программа хатĕрленĕ. Ку программăпа  килĕшÿллĕн ачасем ал ăстисемпе, поэтсемпе тата писательсемпе, культурăпа ÿнер ĕçченĕсемпе, тава тивĕçлĕ художниксемпе, паллă спортсменсемпе тата республикăмăрăн ытти паллă çыннисемпе тĕл пулĕç, экскурсисене çÿрĕç.

Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики



30 июня 2017
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter