Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Енри тĕрлĕ тĕнсен пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен канашĕпе Чăваш Республикинчи наци ĕçĕсен канашĕн пĕрлехи черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 


 Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Енри тĕрлĕ тĕнсен пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен канашĕпе Чăваш Республикинчи наци ĕçĕсен канашĕн пĕрлехи черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Юрий Васильев пирĕн регионта ытти РФ субъектсемпе танлаштарсан наци ыйтăвĕ çав тери çивĕч тăманнине асăннă. Нацисем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатассипе те сахал мар тухăçлă ĕç пурнăçланине, пулас ăрăва тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе воспитани пама, тĕнчере, обществăри килĕшӳлĕхе тытса пыма та ĕç тухăçлăхне ӳстермелли резерв çителĕклĕ пулнине палăртнă.    Пурнăçри практика ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусем тавра ертӳçĕсем чарăнса тăнă паянхи ларура.

Улатăр хулин администрацийĕнче культура пайĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Вероника Исаева администраци çумĕнче наци ыйтăвĕсемпе тимлекен канаш йĕркеллĕ ĕçлесе пынине пĕлтернĕ.  Тĕрлĕ тĕн халăхĕ пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнччĕр тесе активлă ĕçленине асăннă.  Культурăпа туризма аталантарассипе йышăннă муниципалитет программине 2014-2020-мĕш çулсем таран йышăнса хăварнине, ăна тĕпе хурса тĕрлĕ килĕшӳллĕ акцисем, историпе культура астăвăм палăкĕсене упраса хăварассипе ĕçсем кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине палăртнă ертӳçĕ. Славянсен культурипе çырулăхĕн кунĕ кашни çул анлăн иртнине, чылай вулавсемпе культура мероприятисем йĕркеленине каланă. 2010-мĕш çултан пуçласа сусăр çынсене хисеп туса регионсем хушшинче пулакан ятарлă мероприятисем ирттернине пĕлтернĕ вăл. Кашни çул çак мероприятинче Раççейри тĕрлĕ регионсенчен 100 çын хутшăнма кăмăл тунине палăртнă Вероника Исаева сăмаха малалла тăсса. 2008-мĕш çултан пуçласа «Çăл куçсем» социаллă пĕлтерĕшлĕ культура курсне ятарласа шкул программине кĕртнине те асăннă.  Шăпах та, çак уроксем ачасен кăмăл-сипетне ырă енне улăштарса пыма витĕм кӳнине пĕлтернĕ. Юрату, туслăх, ăнлану, килĕшӳ, чăтăмлăх ăнлавсене ачасем  мĕн пĕчĕкрен хăнăхса пынине каланă.  

Юрий Васильев улатăрсене культура пайне упраса, йăла-йĕркесене çирĕп пăхăнса пурăнма чĕнсе каланă. Улатăр администрацийĕнче тăрăшакансем чăнласах та, пысăк ĕçсем пурнăçланине палăртнă, ырласа тав тунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Улатăр хулин паха ĕç опытне ытти муниципалитетсенче те тĕпе хурса ĕçлеме чĕнсе хăварнă.

Шупашкарти кооператив институтĕнче воспитани парас енĕпе ĕçлекен проректор Оксана Ефремова  «Меридиан» студентсен туслăх клубĕ пирки каласа кăтартнă.  

Аслă шкулта Раççейри 60 регионтан ачасем вĕреннине пĕлтернĕ. Ют çĕршывсенчен те студентсем хапăл тусах вĕсем патĕнче пĕлӳ пухнине каланă.

Клуб пайташĕсем регионта иртекен пысăк мероприятисене активлă хутшăнние асăннă, вĕсем тĕрлĕ халăх çыннисене туслă пурăнма пысăк витĕм кӳнине палăртнă.  Сахал мар çавра сĕтел мелĕпе калаçусем ирттернине те асăннă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Шупашкарти кооператив институчĕн ĕçне те пысăка хурса хакланă.

Нимĕçсен культура центрĕн Шупашкарти обществăлла организацийĕн председателĕ Элона Румянцова хăйсен организацийĕн ĕçĕ пирки каласа кăтартнă. Вĕсем сахал мар чĕлхе культурине, йăла-йĕркене упраса хăварассишĕн ĕçленине асăннă.  Организаци çӳлерех асăннă ыйтупа тĕплĕн мероприятисене пурнăçласа пынине палăртнă. Час-часах тĕрлĕ куравсем хатĕрленине пĕлтернĕ, уявсем те сахал мар ирттернине каланă.  Культура енĕпе Элона Румянцева тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă, вĕсен шухăшне  Юрий Васильев тата паянхи ларăва пухăннисем ырланă, хапăл тусах йышăннă.

 Фоторепортаж



30 июня 2017
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter