Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Енри йĕрке пăсассинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев  Чăваш Енри йĕрке пăсассинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче видеоканашлăва республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем ĕçе хутшăннă.

Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – йĕрке пăсассинчен асăрханса профилактика ĕçне ытларах йĕркелесе ирттересси пулнă, çемьесенче харкашусем сиксе тухассинчен асăрхаттарасси.

Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тимлекен пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Макаров хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна илес пулсан, республикăри Шалти ĕçсен пайĕнче пурĕ 5681 çын учетра тăнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 1803-шĕ çемьесенче харкашса усал ĕçсем тунине палăртнă. 502 çын эрех-сăрапа алхасаканнисем, 382-шне вара наркоман тесе шута илнĕ.   Усал ĕçсене халăх ытларах чухне эрех-сăра ĕçсе туни сисĕнет.  Паянхи пурнăç таппинче инкексенчен пăрма пулăшаканни – учетра тăракан çынсемпе ытларах та ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелени.

Юрий Васильев доклада итленĕ хыççăн çапларах каланă: «Çемьесенче инкексем, пăтăрмахсем тăвакан çынсене право хуралĕсенче ĕçлекенсен кулленех çивĕч тĕрĕслесе тăмалла.  Паянхи куна илес пулсан, республикăри хăш-пĕр муниципалитетсенче çак ĕçсене кирлĕ пек шайра пурнăçласа пыманни куçкĕретех. Йĕрке пăсма пултаракан çынсене маларах тупса палăртмалла,  участковăй уполномоченнăй полицисемпе çивĕчрех ĕçлемелле», - тенĕ.  

Профилактика канашĕсене республикăри мĕнпур ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ, анчах та районсемпе хула муниципалитечĕсенче çак ыйтăва вĕсемпе килĕшсе туллин пурнăçласа пыманни курăнать. Районсемпе хула администрацийĕсен вĕренӳ учрежденийĕсемпе, медицина пайĕпе, халăха социаллă хӳтлĕх паракан уйрăмсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, пĕр-пĕрин ыйтăвĕсене вăхăтра пĕлтерсе пымалла тесе асăрхаттарнă вăл.

«Учетра тăракан çынсем çемьесенче йĕрке пăсассинчен асăрханмалла. Вĕсемпе май килнĕ таран ытларах профилактика ĕçне йĕркелемелле. Обществăлла организацисене, вырăнти муниципалитетсене явăçтармалла», - тенĕ сăмаха малалла тăсса  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев.  

«Кашни çынăн хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăçламалла.  Хутсем çине  ячĕшĕн çеç çырнисĕр пуçне, ĕçпе те кăтартса пама пĕлмелле», - тенĕ вăл ыйтăва пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче информаци пайĕн пуçлăхĕ пулса тимлекен Олег Ашин халăх хушшинче йĕркеленĕ информаципе ăнлантару ĕçĕсен кăтартăвĕпе паллаштарнă.  Массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕ ĕçсем йĕркелени çинчен каласа кăтартнă.  Паянхи пурнăç таппинче социаллă сетьсем активлă ĕçленине, çамрăксем ытларах усал хыпарсене унтан пĕлнине те çирĕппĕн каланă пуçлăхсем.  Интернетра асăрхануллă пулма чĕнсе хăварнă. 

Федерацин айăплав пурнăçлав службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Ильницкий  судпа айăпланнă çынсене ĕçпе епле тивĕçтерни пирки кĕскен каласа кăтартнă.

Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çӳререх асăннă ыйтупа ĕçсене епле пурнăçласа пыни пирки Чăваш Республикин юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Ольга Казарина тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче Тĕрĕслев тата обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен управлени пуçлăхĕ Алексей Метелкин тĕплĕн каласа кăтартнă. Паянхи ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтăва пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



30 июня 2017
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter