Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе чун-чӗререн салам­латӑп!

Ҫут ҫанталӑкпа килӗшӳллӗ пурӑнасси, уншӑн тӑрӑшасси – кашнин тивӗҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗпе сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен пурӑнакан вырӑнти таса тавралӑха нимӗнле тӗрлӗ ырлӑх та ылмаштарма пултараймасть.

Ҫӗршыв Президенчӗ пӗлтернӗ Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкӗ пире ҫут ҫанта­лӑк тупри-пуянлӑхне сыхласа упрас, унӑн ресурсӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курас ӗҫре хастартарах пулма хистет.

Эпир ҫут ҫанталӑкпа усӑ курмалли тытӑма ҫулсерен аванлатса пыратпӑр, экологи хутлӑхне лайӑхлатассипе тата производство сферинчи экологи хӑруш-сӑрлӑхне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса паратпӑр. Коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе хальхилле усӑ курмалли, Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелли тата Шупашкарти «Заовражная» шыв та­сатакан станцире юшкӑна тирпейлекен комплекс тумалли пирӗн проектсене ҫӗршыври инвестици хывас ӗҫӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫав тата ин-фратытӑм йӗркелекен ытти проектсене пурнӑҫлани республикӑра пурӑнакан ҫынсене хумхантаракан экологи ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе лайӑх кӑтартусем тума пулӑшрӗҫ.

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене упраса хӑварма пулӑшас ӗҫе служба тивӗҫӗпе е ӑна чун-чӗри хушнипе пурнӑҫлакан, йывӑҫ-тӗм лартмалли экологи проекчӗсемпе субботниксене хутшӑнакан, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗчӗн тасалӑхӗшӗн тата кӑмӑл-сипет эко­логийӗшӗн тӑрӑшакан мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп.

Ҫут ҫанталӑк пире тараватлӑн парнеленӗ сайра йышши пуянлӑха упраса хӑ­варассишӗн эпир малашне те хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвасси пирки пӗр­­ре те иккӗленместӗп. 

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                          Михаил Игнатьев

 



04 июня 2017
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter