Çул-йĕр пайĕнче ĕçлекенсемпе анлă канашлу ирттернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри çул-йĕр хуçалăх пайĕнче ĕçлекен ертӳçĕсемпе тата регионти мĕнпур хулапа район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйту республикăри çул-йĕрсене çĕнетсе сарасси, тĕпрен юсаса пырасси.

Канашлăва уçнă май, республика Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче регионта çулсене тирпейлес ĕç хĕрӳ пынине палăртнă.

Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе вăхăтра тата тухăçлă пĕлсе усă курма, асăннă ыйтăва муниципалитетсен ертӳçисен çивĕч тĕрĕслемеллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Объектсен строительство ĕçне пурнăçланă чухне подрядчиксен яваплăха туйса ĕçлемеллине палăртнă вăл сăмаха малалла тăсса.

«Чăваш Республикинчи Çул-йĕр фондне 5,103 млрд пăхса хăварнă. Нихаçанхинчен те лайăхрах кăçал пирĕн ĕçлемелле, çулсене сарас ĕçре курăмлă пулмалла.  Республикăра пурăнакансем валли хăтлă çулсем сарса памалла, вĕсен кĕтнĕ кăмăлне тултармалла.  Çуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуçалансан, пирĕн пурсăмăрăн та кăмăл ирĕке каять», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Паха тата хăрушлăхсăр çулсем транспорт инфратытăмне аталантарассипе йышăннă РФ патшалăх программи Шупашкарта епле пурнăçа кĕрсе пыни пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт министрĕ Владимир Иванов  Чăваш Республикинче проекта пурнăçа кĕртме 2017 çул валли 1,250 миллиард тенкĕ уйăрса хăварнине пĕлтернĕ.  Çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех çулсене тирпейлесе сарас ĕçе тăкакланассине каланă.

Владимир Иванов кăçал республикăра 110 объект çинче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама плана кĕртсе хăварнине асăннă.  Паянхи куна илес пулсан, 106 объекчĕ пирки строительство ĕçне тытăнма конкурс ирттернĕ, вĕсенчен 94 объектне пуçлама 1 004 млн тенкĕлĕх контракт йĕркеленĕ. «Пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, объектсенче хĕрӳ ĕç пырать», - тенĕ министр.

Министр çакăн пекех программа епле пурнăçланса пынине обществăлла организацисем те çивĕч тĕрĕслеве илнине палăртнă, мĕнпур ĕçсене лаборатори витĕр кăларнине палăртнă.

Çак кун Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳçисен вырăнти лару-тăрăвĕпе те кăсăкланнă, вĕсене доклад тума ыйтнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков палăртнă тăрăх, кăçал муниципалитет çулсене тирпейлеме  сахал мар пулăшу тивĕçнине пĕлтернĕ, пĕтĕмпе çак кăтарту 737 млн танлашать.  Объектсенчи ĕçсене пурнăçлама подрядчиксене палăртнине асăннă, хальхи вăхăтра хулари 12 объектра ĕçсем активлă пынине асăннă. «Çулсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслетпĕр», - тесе пĕлтернĕ вăл.

Çулсене тирпейлесе сарма Çĕнĕ Шупашкар хулине 315 млн уйăрнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче, хула йĕркеленсе кайнăранпа та кун пек пысăк пулăшу çулсем сарма куçманнине асăннă. Общество, халăхăн депутачĕсем ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытнине пĕлтернĕ.

Видеоканашлу вăхăтĕнче Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав  Тимофеев тата Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев доклад тунă.  

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов кăçал республикăра регион шайĕнчи 18 объекта, муниципалитетсем хушшинчи 61 çухрăм автомашина çулĕсене тĕпрен юсаса сарма палăртнине каланă. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсенче те çулсене тирпейлеме плана кĕртмне асăннă.  237 çухрăм тăсăлса выртакан ял поселенийĕсемпе хула поселенийĕсенче автомашина çулĕсене çĕнетсе улăштарма та тĕллев лартнă.

Строительство ĕçĕсене пурнăçлакан подрядчиксен доклачĕсене итленĕ. 

Организацисем таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлессине шанса каланă Михаил Игнатьев. «Сирĕн пĕрремĕш кунранах паха çулсем сарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле.  Енчен те эпир кăлтăк тупса палăртсан, тепĕр хут сарма тивет. Ку вара сире валли пысăк чăрмав пулнине кĕтсех тăрăр.  Енчен те саккуна пăхăнса ĕçлемесен, лайăх ĕçлекен подрядчиксен шутĕнчен сире кăларма та пирĕн ирĕк пур, çавна лайăх астуса тăрăр», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



05 июня 2017
18:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter