"Ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Тутарстанпа Чăваш Республикисем, Мускав хули, Тула, Калуга облаçĕсем. Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе вĕсем малта пыраканнисем, хисепе тивĕç, саламлама та юрать вĕсене", - тенĕ Владимир Путин

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне хутшăннă.

 

Пĕрлехи ларăва Раççей Федерацийĕн Пуçлăхĕ Владимир Путин уçнă май, кун йĕркинчи тĕп ыйтупа доклад тунă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  Форум ĕçне пухăннисем умĕнче çапларах каланă: «Пурсăмăр та пĕрле хутшăнса ĕçлесен кăна, экономикăри çĕнĕлĕхсене  пурнăçа кĕртме, йывăрлăхсене парăнтарма пулать, начар пурăнакансен йышне сахаллатма, чи çивĕч социаллă ыйтусене татса пама, терроризма çĕнтерме, регионсен хирĕçĕвĕсене салатса яма тата та ытти пăтăрмахсене сирсе яма пулать», - тенĕ вăл.

Владимир Путин  хăйĕн сăмахĕнче çĕнĕ технологисем йăлари пурнăçа тĕпрен улăштарас ĕçе пысăк витĕм кӳреççĕ тенĕ. «Пирĕн ума çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ.  Çак кăткăс вăхăтра пирĕн пĕр-пĕрин хушшинче ăнланманлăхпа, хирĕçӳлĕхпе, геополитика вăййисемпе алхасса ларма нимĕнле ирĕк те çук.  Пирĕн çав тери ăслă пулма тăрăшмалла.  Яланах яваплăха тытса пымалла, патшалăха çирĕпленмелли çĕнĕ çул-йĕрсем шырамалла, регионсене пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме кирлĕ пек майсем йĕркелесе тăратмалла, бизнеса вăй илтерме пулăшмалла, наука пĕрлешĕвĕсене витĕм кӳме те тăрăшмалла», - тенĕ РФ Президенчĕ.  

Цифрăллă экономика бизнесăн çĕнĕ тытăмне вăй илтерме пулăшать, патшалăха та аталанса пыма чылай витĕм кӳрет. «Экономикăра çĕнĕ фаза пуçланчĕ… Инвестици ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Малашне те ӳсĕмпе ĕçлесе пырассишĕн тăрăшмалла, çитĕнӳсене чакарма юрамасть. 19-20-мĕш çулсенче экономикăра пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн вăй хумалла, тĕнче шайĕнчен те ӳссе каймалла», - тенĕ РФ Президенчĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Тĕнчери халăхсем хушшинчи экспертсем палăртнă тăрăх, юлашки пиллĕк çул хушшинче пирĕн Раççей ытти çĕршывсемпе танлаштарсан чылай ӳснĕ, предпринимательлĕх климачĕ те куçкĕретех ырă енне улшăнса пырать.  «Doing Business паллă шкала тăрăх, çĕршыв 80 позици çӳле хăпарчĕ. Чи пахи, ĕç климатне ырă енне улăштарса пырас ĕçе РФ регионĕсем те кӳлĕнчĕç.  Ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Тутарстанпа Чăваш Республикисем, Мускав хули, Тула, Калуга облаçĕсем.  Палăртма кăмăллă, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе вĕсем малта пыраканнисем. Хисепе тивĕç, саламлама та юрать вĕсене», - тенĕ Владимир Путин. 

 Бизнеса аталантарма, ӳсĕмсемпе палăрма малашне те çĕнĕ условисем шырама чĕнсе каланă  вăл.

Стратеги пуçарăвĕсен Агенстви пĕлтернĕ тăрăх, инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Раççей федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче пирĕн Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.

Сесси ĕçне çакăн пекех Инди Премьер-министрĕ Наренд Моди, Австрин федераллă канцлерĕ Кристиан Керн, Молдави Президенчĕ Игорь Додон хутшăннă.  

Фоторепортаж



05 июня 2017
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter