«Бизнес-тытăмĕн пайне лайăхлатас ĕçе малалла та пурнăçламалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Паян, çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чи малтан вăл Чăваш Енрен кайнă делегаци çак кунсенче Петербургра пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче пулни пирки тата унти ĕç кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Наци рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕсемпе  РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă. Палăртма кăмăллă, регион виçĕ çул харăсах пĕрремĕш вунă чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан субъектсем хушшинче тăрать.  2015-мĕш çултан пуçласа 7 позици ӳстерме пултарчĕ.  Маларахри çулсенче 9-мĕш вырăнта, ун хыççăн улттăмĕшне çитнĕ, халĕ вара кăçал чи çӳллĕ кăтартăва хăпарса çитрĕ, 2-мĕш  вырăна çĕнсе илчĕ.

Михаил Игнатьев влаç органĕсенче ĕçлекенсене, çав вăхăтрах вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тăрăшакансене те тухăçлă ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕсем каланă.

Регион Ертӳçи малашне те пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлемеллине, халăхăн тупăш пайне ӳстерсе пыма тăрăшмаллине чĕнсе каланă. Çаксем пĕтĕмпех тĕп тĕллевсем пулнине асăннă.

«Чăваш Республики Тутарстансемпе тата Мускав хулипе  ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕр ретре тăрать.   Çакă çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, чи хакли.  Малашне те ĕç климатне лайăхлатса пырассишĕн яваплăха туйса таса чунпа тăрăшса ĕçлемелле.   Çак çивĕч тупăшура каялла чакма юрамасть, пысăк кăтартăва упраса ăна малалла тата та ӳстерсе пырассишĕн вăй хумалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 

Предпринимательсен ĕçне тĕрĕслевсем ирттермелли йĕркине ансатлатма тăрăшмаллине, вĕсене тĕрлĕ чăрмавсемпе  такăнтарма юраманнине, асăрхав службисен ĕçне тухăçлăрах тума чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Инфратытăма бизнес валли ытларах та ытларах аталантармаллине, харпăр хăй пурлăхĕ тесе çирĕплетмелли ĕç хучĕсене те вăраха тăсмасăр йĕркене кĕртсе пĕтерме тĕрлĕ майсем палăртма каланă.   Пысăк профиллĕ хуласене ытларах та ытларах инвестици хывмалли пирки те асăннă. «Монохуласем – бизнеса çаврăнса кайма çав тери паха май параканнисем.  Инфратытăм вăй илтĕр тесе эпир хамăр енчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклатпăр, муниципалитетсенче инвестици климатне лайăхлатассишĕн те тăрăшатпăр», — тенĕ вăл. 

 Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ПМЭФ-2017  мероприятийĕнче  ОАО «ВНИИР» тата Siеmens AG компани хушшинче  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли документа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Икĕ ен электробуссем валли инфратытăм йĕркелессипе палăртнă проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен калаçса килĕшнĕ.

Михаил Игнатьев экологи ыйтăвне хускатнă май, çак ĕçсем çав тери пĕлтерĕшлĕ тата актуаллă пулнине палăртнă.

 

 



05 июня 2017
11:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter