Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Фирма «Август» АХО генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Фирма «Август» АХО генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа тата Фирма «Август» АХОăн «Вурнарский завод смесевых препаратов» филиалĕн директорĕпе Владимир Свершниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова хутшăннă.

Александр Усков хăйĕн сăмахĕнче, вĕсен предприятийĕ ӳсен-тăрана имçамламалли тĕрлĕ хими препарачĕсем калăпласа кăларнине, тавар калăпăшĕ кулленех ӳссе пынине пĕлтернĕ. Раççейри  мĕнпур регионсене, ют çĕршывсене те вĕсен таварĕсем саланнине, ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем хапăл тусах йышăннине палăртнă. Пĕлтĕрхи çул пуçласа организаци тупăш пайне 20 млрд ирттерсе пурнăçланă. Раççейре  вĕсен таварĕсем пĕтĕмпе 15 млрд сутăннă, ыттисене вара экспорта ăсатнине пĕлтернĕ ертӳçĕ.

Александр Усков Чăваш Енри филиал Раççейри чи пысăк предприятисенчен пĕри пулса тăнине асăннă.  2016 çулта предприятире пысăк технологисемпе çĕнĕрен те çĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларма май килнĕ. Заводра тирпейленсе тухакан таварсем кирек епле ӳсен-тăрана та çум-курăкран тасатма пулăшаççĕ, сиен кӳрекен хурт-кăпшакăсене пĕтерме май параççĕ. 2017 çулта кăрлач-пуш уйăхĕсенче организаци  таварсенчен пĕтĕмпе 483,7 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ.  Заводра ĕçлекенсем уйăхне 34 пин ытла  укçа вăтамран илеççĕ.

Раççей рынокĕнче, чăннипех те çак предприяти малта пыраканнисенчен пĕри пулса тăнине çирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тулаш тата шалти экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳнине палăртнă.   

«Чăваш Енре вырнаçнă филиалта пысăк технологи вăй илсе пыни куçкĕретех.  Шăпах та, çакă производствăн калăпăшне ӳстерме пулăшать.  Кăтартусем çулсерен хăпарса пыраççĕ.  Апла пулсан, вĕсен заводĕнче ĕçлекенсен шалу укçи те ӳсет.  Таварсене халăх ыйтнине кура, пуласлăх та предприятийĕн çав тери пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



05 июня 2017
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter